18:12 08 апреля 2016 г.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотеки йӗркеленӗ «Литературӑлла Чӑваш Ен: чи вуланакан кӗнеке» акци иртнӗ май Муркаш салинчи ача-пӑча вулавӑшӗнче хаваслӑ тӗлпулу иртрӗ. Вулакансемпе, вулавӑшсен ӗҫченӗсемпе тӗл пулӑва Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Юрий Семёнович Сементер, чӑваш ҫыравҫи Олга Геннадьевна Эльмен (Улькка Эльмень), наци библиотекин специалисчӗ Ольга килчӗҫ.
Калаҫӑва Юрий Семёнович пуҫларӗ. Юрий Сементре пӗлмен ҫын пур-ши? Шкул саккинчен Сементер пултаруллӑхӗпе паллашатпӑр. «Уҫланкӑри палан» сӑвӑпа кӗвӗленӗ юрра пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Поэт Муркаш ҫыннисене пысӑк салам каларӗ, Чӑваш Республикинчи пултаруллӑ нумай писатель-поэта асӑнса хӑварчӗ, кашнин литературӑра пысӑк тӳпе пуррине ӑнлантарчӗ. Пурнӑҫри хаваслӑ, интереслӗ самантсене илсе кӑтартрӗ. П. Хусанкай, Н. Мранькка, П. Емельянов, А. Артемьев, Я. Ухсай, П. Ялгир тата ытти нумай классика илтме тӳр килчӗ. Пурнӑҫра эпир паллӑ ҫыравҫӑсемпе тӗл пулса калаҫни – пысӑк телей. Юрий Семёнович хӑйӗн пултаруллахӗпе паллаштарнӑ май «Амӑшӗн чунӗ» сӑвва вуласа пачӗ. Хайлавра чун юратнӑ тӗпренчӗкӗсене амӑшӗн чунӗ килӗнче тупайманни ҫинчен каланӑ: «мӑрьере тӗтӗм ҫук, кантӑкра ҫутӑ ҫук». Амӑшен чунӗ ачисене шыраса хулана пуйӑспа вӗҫтерет. Хваттер алӑкӗ патӗнче чарӑнса итлет амӑшӗн чунӗ – ачисем тӑван чӗлхепе, амӑшӗн чӗлхипе калаҫманшӑн йӗрсе ярать.
Ю. Сементере итлеме мӗн тери кӑмӑллӑ пулчӗ! Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, композитор Ю. Н. Жуков поэтпа ҫывӑх тус пулнине пӗлтерчӗ, Ю. С. Сементерӗн сӑввисемпе юрӑсем кӗвве хывнине асӑнчӗ, юрӑҫсем халӑх патне юррисене ҫитернӗшӗн, Ю. Сементер чуна пырса тивекен сӑвӑсем ҫырнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.
Улькка Эльменӗ - паянхи кун питӗ юратса вуланакан прозаик. Ольга Геннадьевна хӑйӗн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ҫырас туртӑм ачаранах пулнине пӗлтерчӗ, анчах талантне кӑтартма самаях тӑхтаса тӑнине каларӗ. Вулакансем Улькка Эльменрен «Упраймарӑм сана» роман ҫинчен тӗрлӗ ыйту тӑратрӗҫ. Автор хӑйӗн хайлавӗсенче ытларах чухне чӑн пулнӑ ӗҫсем ҫинчен ҫырса панине ӑнлантарчӗ. Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫинчен роман калӑплама май пуррине каларӗ.
Е. Ф. Никитина авторӑн хайлавӗсене килӗштерсе вуланине пӗлтерчӗ, ҫемье телейӗ чылай чухне арҫынсенчен килнине пӗлтерчӗ – мӑшӑр юратсан, хӗрарӑмӑн ӗҫлес кӑмӑл та тупӑнать, илемлӗ те пулас килет, ачисене те вӗрнетес килет. Хӗрарӑм ҫирӗп пулни кирлине те асӑнчӗ. Чӑваш хӗрарӑмӗ чылай чухне айван та именчӗк пулнине ҫирӗплетрӗ. Улькка Эльменӗ Елена Флегентовнӑпа килӗшрӗ. Ҫынӑн тунсӑха путмалла маррине каларӗ, ун ҫинчен Библире те ҫырнине тӗслӗх илсе пачӗ.
Пысӑк тӗлпулу хыҫҫӑн ҫыравҫӑсем ҫавра сӗтел хушшинче чей ӗҫсе вулакансемпе тӗплӗнрех калаҫрӗҫ.
Тӗл пулӑва ҫитеймен вулакансен, паллах, юратнӑ ҫыравҫӑсен паянхи ҫитӗнӗвесем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес килет. Ю.С. Сементер паянхи кун юрра хывма сӑвӑсем ҫырать, тӗрлӗ куҫарусем тӑвать. Калӑпӑр, тӗлпулура поэт чылай вырӑс юррине чӑвашла куҫарнине каласа пачӗ: «Виновата ли я», «Крокодил Гена» тата ытти юрӑсене халӗ чӑвашла шӑрантарма пулать.
Улькка Эльмен ҫыравҫӑ-прозаик вулакансем хапӑл туса йышӑннӑ «Упраймарӑм сана» романӑн 3-мӗш кӗнекине кун ҫути парнелессе шантарчӗ.
Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики