Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ял уявĕ - ырă йăлара

Ял уявĕ - ырă йăлара

Владимир Никифоров - Ураскассинчи хисеплĕ çын. Ахальтен мар ĕнтĕ староста тивĕçне шанса панă. Шанăçа тỹрре кăларса пырать. Кĕске хушăрах ялшăн чылай пысăк ĕçсем тума пултарчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл халăх театрĕнче те вылянă. Уйрăмах кулăшла рольсене ăста кăларатчĕ.

Ялти культура çуртне те нумай çул ертсе пычĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче унăн "вучахĕ" ялкăшсах çунатчĕ.

Паянхи пурнăç йывăрлăхĕсене пула юратнă ĕçе улăштарма тиврĕ Владимир Николаевичăн. Халĕ ĕнтĕ нумай чăваш арçынĕ пекех Мускава çỹрет. Апла пулин те ял хастарĕ çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тесе ырми-канми тăрăшать. Çулсерен йĕлтĕр спорчĕн ăмăртăвĕсем йĕркелет.

Никифоровсен çемйипе районти йĕлтĕрçĕсен чупăвĕ хыççăн тĕл пулнăччĕ. Чи пултаруллисене, чи вăйлисене чысланă чух вĕсемпе пĕрле чунтанах хĕпĕртерĕм. Виçĕ ачи те ашшĕ-амăшĕпе тан тупăшнă çав кун. Кашнин аллинчех Хисеп грамотиччĕ. Мăшăрĕ Алина Николаевна 4 класри Ольга хĕрĕпе тата 6 çулхи Глеб ывăлĕпе хăйсен дистанцийĕсенче пĕрремĕш пулнă, Владимир Николаевич кăçал шкул пĕтерекен хĕрĕпе Анжеликăпа иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Районти тупăшу хыççăнах Етĕрнене вĕçтернĕ туслă çемье, унта та лайăх результат кăтартнă.

-Пĕлтĕр Вăрмар, Йĕпреç районĕсен йĕлтĕрçисемпе те вăй виçнĕччĕ. Тăвай ен ятне чыслăн хỹтĕлерĕмĕр, - пуçларĕ калаçăва çемье пуçĕ.

-Капла кашни ăмăртуран грамотăсемпе, дипломсемпе, медальсемпе таврăнатăр. Пĕр арчана та кĕмест пулĕ "тупра", - шỹтлерех сăмах пуçартăм кил хуçи хĕрарăмĕпе Алина Николаевнапа. Вăл медсестра. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ пек, мăшăрĕпе тата ачисемпе пур ăмăртăва та хутшăнма вăхăт çитерет. Çав хушăрах кил-çурта хăтлăх кĕртме те ĕлкĕрет. Тĕрлĕ ал ĕçне пултарать. -Нумай конкурсра сирĕн çемье пĕрре мар çĕнтернĕ. Маларахри çулсенче юрă-ташăра тĕлĕнтереттĕрччĕ. Пĕлтĕр "Спортпа туслă çемье" номинаци çĕнтерỹçи пулса тăтăр Чăваш енре. -Çитĕнỹсем, паллах, хавхалану кỹреççĕ. Мăшăрăн алли ăста, тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Килте спорт кĕтесĕ йĕркелерĕ. Кубоксене, медальсене, призсене курăнмалла çĕре вырнаçтарнă. Хисеплĕ хутсем валли вара _ кашнин уйрăм папка.

-Пирĕн çемьере пурте спортпа туслă. Пĕрле йĕлтĕрпе, конькипе ярăнатпăр, шыва кĕме çỹретпĕр. Компьютерпа телевизор умĕнче нумай лармастпăр. Пушă вăхăта ытларах уçă сывлăшра ирттеретпĕр. Атте-аннепе пĕрле ăмăртусенче çĕнтерсен татах та хутшăнас килет,- тăсрĕ калаçăва аслă хĕрĕ.

Катокне те Никифоровсем хăйсемех тунă иккен, типнĕ çырмана арендăна илсе тасатнă, тирпейленĕ, шыв тулнăçемĕн пулăсем туянса янă. Йĕри-тавра йывăçсем лартса симĕслетме пуçланă. Халĕ каток çине ял ачисем те васкаççĕ. Пĕрле тасатса тăраççĕ. Пỹрт çумĕнче ача-пăча площадки пур. Унти хатĕрсенчен ытларахăшне кил хуçи хăй аллипе ăсталанă.

Эль тăрăхĕнче спортпа кăсăкланакансен шучĕ ỹссе пыни савăнтарать. Ураскассисем çакăнта чи малтан ял старостин тỹпи пысăккине палăртаççĕ. Вăл вара ял активĕ çине тайăнса сывă пурнăç йĕркине сарма çине тăрсах тăрăшать. Ахальтен мар районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче пьедестал çинче Элпуç ял тăрăхĕн маттур спортсменĕсене куратпăр.

-Çапла, тренировкăсене пурте пĕрле тухатпăр. Унсăр пуçне эрнере 3 кун Элпуç шкулĕнчи спортзала волейбол секцине çỹретпĕр. Хам Мускавра ĕçленĕ вăхăтра мăшăрпа çула тухаççĕ ачасем. Çемьере ăнлану, килĕшỹ хуçаланать. Спорт пурнăçа пуянлатать. Эпĕ сăнанă тăрăх, спортпа интересленекен арçынсем эрех ĕçсе ял тăрăх çапкаланса çỹремеççĕ. Мăшăрăм яланах пĕрле, пулăшса пырать. Çемье телейĕ, çирĕплĕхĕ ытларах хĕрарăмран та килет, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Владимир Николаевич.

Никифоровсем Элпуç шкулĕнче вĕреннĕ чухнех туслашнă. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене пĕрле çỹренĕрен юрату хĕмленсех пынă. Çемье çавăрса 3 ача ỹстереççĕ.

Владимир Никифоров пуçарнипе Ураскассинче "Хаваслă йĕлтĕр йĕрĕ" уяв ирттересси йăлана кĕнĕ. Чăн-чăн праçник вăл пĕчĕк ялшăн. Ку тăрăхри ытти ялсенчен те, кỹршĕллĕ районсенчен те, хуларан та хаваспах пухăнаççĕ. Ял кĕрлесе тăрать çав кун. Шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа 60-70 çултан иртнĕ ветерансем таранах йĕлтĕрпе тухаççĕ. Спортсменсем ăмăртнă вăхăтра пулă шỹрпи е чашлама пиçет. Çĕнтерỹçĕсене чыслаççĕ. Кунпа çеç вĕçленмест-ха спорт уявĕ. Клубра тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем йĕркелеççĕ.

Уяв ирттересси çăмăл мар. Владимир Никифоров пуринпе те пĕр чĕлхе тупать, спонсорсемпе калаçса татăлать, хăй укçи-тенкине те шеллемест. Тавах ăна ял-йыша савăнăç парнеленĕшĕн.

Р.ШУМОВА.



26 февраля 2015
16:41
Поделиться