Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Музей - астăвăм кĕнеки

Музей - астăвăм кĕнеки

Район историйĕ çинчен Тăвайри краеведени музейĕнче пуян материал упранать. Сăмах майăн, музея мартăн 1-мĕшĕнче уçнă, район 50 çул тултарнине халалланă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула ăна 1986 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче кăна уçма май килнĕ. Этемлĕхĕн астăвăм кĕнеки, теççĕ музейсем пирки. Чăнах та, кунта тĕрлĕ вăхăтри документсемпе сăн ỹкерчĕксем, аса илỹсем, çил тата шыв вăйĕпе ĕçлекен армансен, чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев тăрăшнипе тунă Тăвай шкулĕн, Михаил Архангел ячĕллĕ Уçпени чиркĕвĕн (1898 çулта тунă) макечĕсем упранаççĕ. Вĕсен авторĕ - Лачкассинчи Алексей Семенович Семенов. Музейра тĕрлĕ массăллă мероприятисем, краеведени урокĕсем, куравсем хатĕрлетпĕр. Мĕн пулса иртнине "Ял ĕçченĕ" хаçатра çутатса тăратпăр.

2014 çулта музейра 2261 çын пулса курнă. 53 экскурси, 40 лекципе калаçу йĕркеленĕ. Çамрăк ăру тăван ен кун-çулĕпе кăсăкланнине палăртма кăмăллă. Ку енĕпе хăй вăхăтĕнче музей директорĕнче ĕçленĕ Александр Семенович Семеновăн статйисем пысăк пулăшу кỹреççĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнче вăл 95 çул тултарчĕ. "Дела и люди Янтиковского района" кĕнеке соавторĕ вăл. "Ял ĕçченĕ" хаçатра "Районти ялсен кун-çулĕ", "Тăвай районĕн летопиçĕ" ярăмпа статьясем пичетленĕ. Музейра паллă ентешсем, Тăвай вулăсĕнче пулса иртнĕ историлле пулăмсем çинчен çырнисем уйрăм папкăсенче упранаççĕ.

Районăн юбилейĕ тĕлне "Тăвай районне - 80 çул" ятарлă курав йĕркеленĕ.

С.СЕРГЕЕВА, музей директорĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: М.Катякова ветеран вăрçă вăхăтĕнчи хỹтĕлев сооруженийĕсем туни пирки каласа парать.



25 февраля 2015
09:25
Поделиться