Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Анатолий Иванович - тĕреклĕ те яштака, типтерлĕ те вăш-ваш ял старости

Анатолий Иванович - тĕреклĕ те яштака, типтерлĕ те вăш-ваш ял старости

Çăлпуç ялĕн старости Анатолий Иванович Иванов кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче сакăр вуннă тултарать. Анчах ăна никам та çак çулсенче памĕ: вăл тĕреклĕ те яштака, типтерлĕ те вăш-ваш. Пăхсах паллă - ĕретлĕ те кăмăллă çын. Çапах та ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Кĕскен калаçать. Вăл тỹрех хисеплĕ те ĕçлĕ çын пулни курăнать.

Анатолий Иванович хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ лăпкă та йĕркеллĕ, сăра-эрехпе туслашман харсăр çынсем пулнă. Малтан вĕсем Сăхăтпуç ялĕнчен çурçĕр енче Нишер çырми таврашĕнчи хăртнăра пысăках мар Çăлпуç выççăлккинче пурăннă. Ашшĕ, Иван Филиппович Филиппов, унта хуçалăх ертỹçи пулнă. Çынсем тырă акса тунă, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетнĕ. Халĕ вăл вырăнта пушă уй. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен вĕçĕнче Çăлпуç ялне куçса килнĕ Филипповсем. Сăхăтпуç ялĕнче тĕпленекенсем те пулнă.

Филипповсем Çăлпуç ялне куçса килсе çурт-йĕр çавăрнă тĕле Аслă вăрçă тухнă. Анатолий Ивановичăн ашшĕ 1941-1945 çулсенчи вăрçă хирĕнче старшина пулса çапăçнă. Тỹрĕ кăмăллă та патвар çар çынни пулнă вăл. Вăрçăра нумай наградăна тивĕçнĕ. Унтан таврăнсан та аллисене лăнчă яман, ăна пĕрлешỹллĕ хуçалăх ертỹçине суйланă. Йывăр пулнă вăрçă хыççăнхи çулсем колхозшăн та, çынсемшĕн те. Уй-хирти тата фермăсенчи ĕçсене лашапа тата çынсен вăйĕпе тунă. Апла пулин те, халăх тăрăшнă, малашлăха шаннă. Темиçе çултан ашшĕне колхоз ертỹçинчен ял Советне ертсе пыма суйланă. "Ватлăх кунсенче вара атте, Иван Филиппович, агротехникре тăрăшрĕ. Канăçа пĕлместчĕ", -аса илет халĕ унăн ывăлĕ Анатолий Иванович. Вĕсем, ашшĕ-амăшĕн ачисем, тăватă пĕртăван - икĕ хĕр те икĕ ывăл - ỹснĕ. Анатолий Иванович пĕр хушă пуçне усса шăпланчĕ. Хурланмасăр тăма май çук ĕнтĕ: ку вăхăт тĕлне ашшĕ-амăшĕ те, хăйпе пĕртăвансем те ĕмĕрлĕхех леш тĕнчене куçса пĕтнĕ, вăл кăна юлнă. Аппăшĕсенчен пĕри, Мария, ял каччипе мăшăрланнă пулнă, тепри, Евдокия, Вăрманхĕрри ялне качча тухнă. Унччен маларах, вăрçă çулĕсенче, Çăлпуçĕнче уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă хĕр. Вăрçă хыççăн аслă шкул пĕтернĕ, ĕçтăвкомра, унтан мĕн пенсие тухичченех райпора бухгалтерта тăрăшнă Евдокия Ивановна. Шăллĕ вара, Валентин, 1957-1960 çулсенче Сĕнтĕрвăрринчи техникумра вĕреннĕ, техник-строитель дипломне илнĕ. Анчах çакăнпа лăпланса ларман Валентин Иванович, çемьеллĕ пулсан та 1966 çулта Хусанти инженерипе строительство институтне çул тытнă, ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Кайран ĕмĕрĕпех пысăк та яваплă вырăнсенче - строительство енĕпе тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ. Валентин Ивановича нумайăшĕ лайăх пĕлнĕ, вăл пĕлтĕр çĕре кĕнĕ. Чылай кĕçĕнччĕ вăл Анатолий Ивановичран. Анчах çынсен, вăл шутрах пĕртăвансен те, кун-çулĕпе шăпи тĕрлĕрен килет авă.

Пирĕн хисеплĕ юбиляр - Анатолий Иванович Иванов ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Чăн та, малтанах, 1954-1957 çулсенче, вăл Совет Çарĕн Германири авиаци çар чаçĕнче виçĕ çул службăра тăнă. Асăннă виçĕ çул хушшинче ăна тĕрлĕ шайри командирсем 38 хутчен тав тунине каласа кăтартать Анатолий Иванович. Тăван килне те - ашшĕпе амăшĕ патне тав çырăвĕсем янă. Çаксем вĕсем пĕтĕмпех службăра палăрнăшăн, тỹрĕ кăмăллă та хастар пулнăшăн, пĕчĕк тата пысăк çитĕнỹсемшĕн. 1956 çулта Берлинта Германире çар службинче тăракан отличниксен канашлăвĕ иртнĕ. Офицерсемпе пĕрле пурĕ сакăр вунă çар çынни пуç-тарăннă канашлăва. Анатолий Ивановичсен полкĕнчен вăл тивĕç пулнă унта хутшăнма. Канашлура ăна "Авиаци отличникĕ" знакпа пĕрле хаклă парне панă. Ун çинчен киножурнал та ỹкерме тытăнмалла пулнă. Анчах такăнтарнă - кĕвĕç çынсем службăра та тупăннă.

Çартан таврăнсан уй-хир бригадин бригадирне суйланă службăран çирĕпленсе килнĕ çамрăка. Çакăн хыççăн тенĕ пекех çăлпуçсем Тăвай колхозĕпе пĕрлешнĕ, пĕрлехи пысăкрах вăйпа кал-калрах аталанма пулать тесе шутланă. Правлени те Тăвайне куçнă. Çапла вара Çăлпуç ялĕнче бригадир тĕп фигура пулса юлнă. Вăл вырăнти ертỹçĕ те, ĕçе йĕркелекен те. Хăй вăхăтĕнче ашшĕнчен нумай вĕренме тăрăшнă-ха вăл çамрăк чухне. Çаксем пурнăçра кирлĕ пулса тухнă. Ялти, уй-хирти ĕçсене пурнăçланă май, механизаторсем хушшинче пулса, техникăпа нумай ĕçе чылай кал-калрах тума пултарнипе хыттăнах кăсăкланнă. Юлашкинчен, хăй тĕллĕн пикенсе вĕренсе, экзамен тытнă, механизатор пулса тăнă. Çакăн хыççăн ỹркенсе тăман, тракторпа та, комбайнпа та ĕçленĕ çулленех. Çав хушăрах ăсталăхне те ỹстерсе пынă вăл, юлашкинчен пĕрремĕш класлă механизатор пулса тăнă. Колхоз тикĕссĕн вăй илсе пынă çулсенче кашни çулах хаклă парнесене тивĕçнĕ. Чăн та, "парнешĕн ĕçлемен эпĕ" тесе хирĕçлет халĕ Анатолий Иванович. Анчах çавăн пек сума суса хаклани никамшăн та пăсăк мар ĕнтĕ. Пенсие кайнă чухне вара колхоз ăна тỹлевсĕр лаша парнеленĕ. Унашкал пысăк парнене колхозра тепĕр ĕçчен, ĕмĕрне ака-сухара ирттернĕ Петр Николаев механизатор та чыс пулнă.

Ĕç пирки юплесе çемье пурнăçне чутах манăçа хăварман эпир. Анатолий Иванович хăй хĕр-хĕрарăмсене юратнине пĕртте тунмасть. Пытармасăр каласан, хам та çавах. Совет Çарĕнчен таврăнсан мăшăрланать вăл малтанхи арăмĕпе. Анчах, шел те, çулталăк ытларах пĕрле пурăнсан, юратнă çамрăк мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупать. Çĕр йăтайми пысăк хуйхă пулсан та, мĕн тăвăн ĕнтĕ, каялла тавăраймăн. Çамрăклах упрама пĕлместпĕр вĕт сывлăха... Малтанхи мăшăрĕнчен пĕр ывăл пур унăн. Вăл, ашшĕ каласа панă тăрăх, мăшăрĕпе Тăвайра пурăнать, Çурçĕрте ĕçлет, ашшĕ патне Çăлпуçне тăтăшах пырса çỹрет. Ывăлĕ хăй пекех сăра-эрехпе туслă мар, лăпкă та йĕркеллĕ, харсăр теççĕ. Виçĕ-тăватă çул иртсен Анатолий Иванович тепре мăшăрланнă. "Мĕн тăвăн, ĕмĕр çамрăк пулаймăпăр, ватлăх кунра ачасем ытларах пулни те пăсмĕ. Хам юратакан хĕрарăмшăн Атăла сикме те хатĕр эпĕ", - терĕ вăл.

Тĕрĕс, юрату, хĕрарăм темĕн тума та пултарать. Иккĕмĕш арăмĕпе хĕрĕх çичĕ çул пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе, хĕрпе каччă пек пурăннине каласа кăтартать, мăшăр вăл çурхи хитре чечек пек мĕн тери хаклă юлташ, тет. Ăна вăл, кỹршисем, ял-йышсем каласа кăтартнă тăрăх, пур ĕçре те пулăшнă. Мăшăрĕ çине пĕрре те алă хуман. Кил çуртĕнче пĕр тусан пĕрчи те вĕçтермен. Сивĕ сăмах каласа хăртман пĕр-пĕрне. Пĕрлехи пурнăçра виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Пĕри яла качча тухнă, Тăвайне ĕçе çỹрет; тепри мăшăрĕпе Тăвайра пурăнать, çĕнĕ шкулта аслă бухгалтерта тăрăшать, виççĕмĕшĕ Çĕнĕ Шупашкарта çынсен сывлăхĕшĕн тимлет. Хăй вара, Анатолий Иванович, икĕ пинмĕш çултанпа ял старостинче тата вырăнти ветерансен совечĕн председателĕнче тăрăшать. Ырă та тỹрĕ кăмăллă, йăваш та сăпайлă, канăçсăр чун-чĕреллĕ çын вăл. Ялшăн нумай ырри тунă, тăвать те. Ялти часовня пахчинче улмуççисемпе ытти йывăçсен хунавĕсем чĕртме тимлет-и е ял çыннисемпе пĕрле шыв тăракан вырăнсене йĕркене кĕртме тăрăшать, ялти тирпей-илемшĕн хыпăнса çунать-и е яла çурхи шыв илесрен дамбăна йĕркелеме ăшталанать, субботниксем йĕркелет, районти ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, "Аккондăн" генеральнăй директорĕпе Валерий Николаевич Ивановпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшать - çаксем вĕсем пĕтĕмпех ял ырлăхĕшĕн. Хамăрăн ентешĕмĕр тата депутат пысăк пулăшу панă кăçал çăлпуçсене - укçа-тенкĕпе те, ĕçĕпе те. Ытти обществăлла ĕçсенчен те нихăçан та пăрăнмасть хастар та вĕри чун-чĕреллĕ ветеран. Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ ирттерекен мероприятисене яланах хутшăнать, хăйĕн тỹпине хывать. Хаçатпа туслă çыхăну тытать. Çитменлĕхсем çинчен куçран калать, вĕсене пĕтерме пулăшать. Çăлпуçĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас ыйтăва та пĕрмаях хускатать. Яланах сывă пурнăç йĕркипе пурăнать. Чиркỹре те тăтăшах курма пулать ăна. Çамрăксене те, ыттисене те хăйĕнчен тĕслĕх кăтартать.

Ăнăçу та çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çулпа телей сунатпăр сана, Анатолий Иванович. Яланах тахатлă пул.



02 сентября 2014
10:25
Поделиться