Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Поздравление с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 

Сире чĕререн ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ ячĕпе саламлатпăр!

 Елчĕк тăрăхĕ мĕн авалтан ял хуçалăх районĕ шутланнă, çавна май вăл çĕр çинче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ырми-канми тăрăшакансемпе пуян. Тăван çĕре юратмасан, унпа тирпейлĕ усă курмасан ĕçчен те тăрăшуллă пулаймăн.

Ял хуçалăхĕнчи ĕçсем çут çанталăк условийĕсенчен  нумай килеççĕ. Çапах та юлашки çулсенче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, ял хуçалăх предприятийĕсен  ертÿçисемпе специалисчĕсем ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни йывăрлăхсене çĕнтерме, ял хуçалăх çулталăкне лайăх кăтартусемпе вĕçлеме май параççĕ.

Паян ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене харпăрлăхăн мĕнпур формине  аталантарма майсем çителĕклĕ. Ял хуçалăх техникин паркне çулран-çул çĕнетсе пыни, выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ фермăсем туни тата киввисене паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтермелле юсаса çĕнетни, ĕçлекенсен ĕç условийĕсене лайăхлатма, производствăна  ÿстерме  пулăшаççĕ. Çĕнĕлĕхсенчен хăраман, çĕре, выльăх-чĕрлĕхе юратакансем хресчен фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе малалла аталанаççĕ. Патшалăх паракан пулăшусем çакăн валли çул уçса пыраççĕ.

Ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсене паянхи аталану çул-йĕрĕ валли çирĕп никĕс хывнăшăн уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тăван çĕре юратнăшăн, ял малашлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, пархатарлă ĕçĕршĕн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр, уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, тулли телей, тулăх пурнăç сунатпăр.

 

 

                                                                                                         Елчĕк район пуçлăхĕ                           П.А.Скворцов.

                                                                              Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Н.П.Миллин.



27 октября 2015
15:00
Поделиться