Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравления с Днем учителя

Поздравления с Днем учителя

              Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

 

            Сире чĕререн Учительсен кунĕ ячĕпе  саламлатпăр!

             

            Вĕрентекен профессине суйласа илсе эсир хăвăра пархатарлă та йывăр ĕçе халалланă. Эсир çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ кăна мар, тивĕçлĕ воспитани те паратăр. Вĕрентекен тăрăшулăхне кура пирĕн ачасем ырăпа усала уйăрма, тĕрĕслĕхе мала хума, тарăн шухăшлама, хăйсем тĕллĕн йышăну тума хăнăхаççĕ,  эсир  пулăшнипех малашнехи пурнăç çулне суйласа илеççĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен - каши çыннăн асĕнче. Вăл панă ырăлăхпа пĕлÿ кашнине пурнăçри  пĕрремĕш утăмсене тума пулăшнă.

Тивĕçлĕ канури педагогсене уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Эсир хăвăрăн ырă канашăрсемпе çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хыватăр.

Районти вĕрентекенсемпе шкул ачисен район, республика, çĕршыв шайĕнчи çитĕнĕвĕсем çулран-çул ÿссе пыраççĕ, çакă пĕтĕмпех вĕренÿ системине тĕрĕс йĕркеленинчен, учительсен тăрăшулăхĕнчен килет.  

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тăрăшуллă вĕренекенсем, пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

 

 

Елчĕк район пуçлăхĕ         П.Скворцов.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан  Л.Левый.



02 октября 2015
08:44
Поделиться