Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ

Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ

Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ. Унӑн тӗп тӗслӗхӗсенчен пӗри  - тӗрӗ, эреш. Чӑваш ӑруран ӑрӑва тӗрӗ вӑрттӑнлӑхне, илемне упраса пынӑ, кӗпе-тумтирне те тӗрӗпе илемлетнӗ.

         Чӑваш чунӗ яланах хитре патне туртӑннӑ. Чӑвашсем ҫав тери ӗҫчен халӑх пулнишӗн чӑннипех те мухтанмалла. Мӗншӗн тесен вӗсенче те чӑваш юнӗ чупать. Чӑвашлӑха тата унӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварас тесе шкулта тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттеретпӗр. Паянхи кун та чӑваш тӗрри хӑйӗн илемне ҫухатман. Çавӑнпа та Кушкӑри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрнинче «Чӑваш тӗрри – чи илемли» тата «Алӑ ӑстисем» ятлӑ куравсем йӗркелерӗмӗр. Унта шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем бисерпа тата илемлӗ ҫипсенчен тӗрленӗ япаласен куравне йӗркелерӗҫ. Çавӑн пекех Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне халалласа ачасен амӑшӗсем хатӗрленӗ  япаласенчен те курав йӗркелерӗҫ.

         Шел пулин те, юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗррине пӗлекенсен йышӗ чакса пырать. Манӑҫа кӑларас марччӗ-ҫке  хамӑрӑн асаннесен пуян эткерне.

ФОТО



27 апреля 2017
14:36
Поделиться