Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_"Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" регионсенсем хушшинчи конкурсра

Пуш уйăхĕн 24 - 25 мĕшĕсенче, Шупашкарти культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче, Филармони керменĕнче чăваш аваллăхне хисеплекенсене, хамăрăн несĕлсем ĕмĕртен-ĕмĕре сыхласа пурăннă ытарайми çи-пуçа, тевет-эреше пăхса саванма, вĕсен кун-çулне йĕрлеме кăмăл тăвакансене çак тĕлĕнмелле уяв пурне те пуçтарчĕ. "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" регионсен хушшинче иртекен конкурса Чăваш Республикинчи районсемсĕр пуçне Оренбург, Чĕмпĕр, Самар, Сарăту, Пушкăрт, Тутар тата Раççейĕн ытти кĕтесĕсенче пурăнакан йăхташăмăрсем  хутшăнчĕḉ.

Елчĕксен асанне арчинчи пуянлăхĕпе те хутшăнтăмăр конкурса. Малтанхи кун 1- 5 –мĕш номинацисенче  Лаш-Таяпа ял тăрăхĕнчен Татьяна Лявина  хутшăнса регионсенсем хушшинче «Наци капăрлăхĕн эрешĕ» номинацинчи 1-мĕш степеньлĕ лауреат Дипломне, Луиза Власова «Наци капăрлăхĕн эрешĕ» номинацинчи конкурса хутшăнакан Дипломне, ЧНК ячĕпе хисепленекен стена çине çакмалли сехете илме тивĕçлĕ пулчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта 2,3,4 – мĕш «Чăваш çи-пуçĕ, хĕрарăм пуçне тăхăнмалли тухья, хушпу, капăрлăхсем, тĕрĕсем» номинацисенче районтан Тăрăм ялĕнчи Евдокия Каширина авалхи улача кĕпесем тăхăнтарнă пуканесене тата хальхи йышши тухьясене, Яманчÿрел ялĕнчи Ольга Саврасова тата Татьяна Краснова авалхи çи-пуç, алă çинчи  капăрлăхсемпе паллаштарчĕç, Елчĕкри исскуство шкулĕнчи Римма Парферьевăпа Курнавăшри  Светлана Николаева чăваш тĕррин элеменчĕсене кăтартрĕç, Вера Панкратова арçын кĕпипе, Снегира Степанова Елчĕкри музей фондĕнче упранакан сурпансемпе паллаштарчĕç. Пурте Чăваш Наци Конгресĕн  Дипломне илме тивĕçлĕ пулчĕç.



27 марта 2017
11:44
Поделиться