Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работника культуры

Поздравление с Днем работника культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем!

 

Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Культура пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл район экономикипе социаллă аталанăвне те пысăк витĕм кӳрет. Культура ĕçченĕсем мĕнпур уява илем кÿреççĕ, халăха пĕр чăмăра пĕрлештереççĕ.

Юлашки çулсенче районта культурăна аталантарассипе сахал мар ĕçлетпĕр. Тÿскелĕнче çĕнĕ культурăпа кану центрĕ уçăлчĕ, ялсенчи культура çурчĕсене тĕпрен юсассипе малалла ĕçлесе пыратпăр. Культработниксем хăйсен тĕп тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, вĕсем ытларах культура çурчĕсене çÿреччĕр тесе тĕрлĕ кăсăклă мероприятисем йĕркелеççĕ.

Культура сферинче ĕçлекенсене çĕнĕ çитĕнÿсем, халăх хисепне тивĕçме çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ    И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.



24 марта 2017
14:41
Поделиться