Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Черетлĕ пуху

         Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри вăтам шкулти 3-мĕш класра  ашшĕ-амăшĕсен черетлĕ пухăвĕ пулса иртрĕ.

         Пуху ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе пуçланчĕ. Вĕсем Лидия Сарине çырнă «Йăвари телей» пĕр пайлă пьеса юмаха тата халăх юмахĕ тăрăх çырнă «Йытăпа сунарçă» пьеса выляса кăтартрĕç. Пĕчĕк артистсем выляни пурин кăмăлне те кайрĕ.

         Ун хыççăн класс ертÿçи  Н.А.Хушкина ачасемпе ашшĕ-амăшесене  ачасен пĕлĕвĕсене хакламалли виçесемпе паллаштарчĕ , тухса тăракан ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

         Пуху вĕçĕнче тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.



21 февраля 2017
14:09
Поделиться