Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_Каркалар ялӗнче чунӗпе культура ӗҫне парăннă Николай Краснова халалласа пысăк уяв иртнӗ

_Каркалар ялӗнче чунӗпе культура ӗҫне парăннă Николай Краснова халалласа пысăк уяв иртнӗ

Кӗҫӗн Таяпа ял тăрăхӗнчи Каркалар ялӗнче пултаруллă та анлă тавракурăмлă ҫынсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри вăл – хăй тӗллӗн вӗреннӗ композитор Николай Иванович Краснов. Николай Краснова районта пурăнакансем чи малтанах такмак ăсти пулнипе пĕлеççĕ. Вĕсене вăл тĕрлĕ концертсенче, уявсенче каланă. Куракансем унăн пултарулăхне кăмăлласа йышăннă. Юрăсем те çырнă Николай Иванович. "Хамăн пĕрремĕш юррăма Совет Çарĕнче службăра тăнă вăхăтра çыртăм", _ тетчӗ вăл. Купăспа калама вара шкула кайичченех вĕреннĕ. Хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ сăвă çырса юрра хывнине, такмак çырнине ас туман та Николай Иванович. Каркаларти тата Кӗҫӗн Таяпари культура çурчĕсенче художество пултарулăх ертỹçинче ĕçленĕ вăхăтра уяв концерчĕсем, агитбригада валли сахал мар юрă-сăвă, шỹтлĕ такмак хайланă Н.Краснов. Николай Иванович чăннипех те тӗлӗнмелле илемлӗ, халăха килӗшекен юрăсем ҫырма пултарнă. Шел пулин те, ытла та ир уйрăлса кайрĕ пиртен Николай Иванович.

Июлӗн 12-мӗшӗнче Каркалар ялӗнче Н.Краснова халалласа пысăк уяв иртнӗ. Елчӗкри культурăпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Туслăх» фольклор ушкăнӗ, Кӗҫӗн Таяпа ял тăрăхӗнчи «Салампи», Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхӗнчен килнӗ пултарулăх ушкăнӗсем ял халăхне тата пуҫтарăннă хăнасене Николай Красновăн юррисемпе, такмакӗсемпе савăнтарнă. Уяв малалла тăсăлнă май ытти композиторсем хывнă тӗрлӗрен юрăсем шăраннă. Питрав уявӗ пирки те манса кайман уява пуҫтарăннисем. Мӗн ӗлӗкрен Питрав уявӗнче «вăйă пăрахнă», мӗншӗн тесен Питрав хыҫҫăн чăваш ҫыннин ӗҫҫи пуҫланнă. Ӗлӗкхи йăла -йӗркесене упраса хăварас тесе пурте пӗрле вăйă картине тăрса вăйă юррисем юрланă. Курма килнисен ячӗпе Евстолия Ивановна Пирогова пысăк уяв парнеленӗшӗн мӗнпур культура ӗҫченне, пултаруллă артистсене ăшă сăмахсем каласа тав тунă. 



13 июля 2016
13:01
Поделиться