Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вулавăшри «Ытарайми Чăваш ен» курав

Вулавăшри «Ытарайми Чăваш ен» курав

Автор: Смирнова Т.З.

 

 

     Чăваш çĕр-шывĕ – вĕçĕ-хĕррисĕр анлă Раççейĕн илемлĕ те хăтлă пĕр пайĕ. Лаптăкĕпе пĕчĕкçĕ вăл, анчах халăхĕ унăн йышлă та хăйне евĕрлĕ. Çĕршер çул тĕрĕк, финн-угор, вырăс халăхĕсем хушшинче пурăнса тата хăйсене ытти халăхсемпе пĕрпеклентерме вăйпа хăтланнине пăхмасăр чăвашсем тăван чĕлхине, йăли-йĕркине, культурине тÿсĕмлĕн упраса хăварма пултарнă.

     Республикăн тĕп пуянлăхĕ вăл – пирĕн çынсем. Кунта пурăнакансем мĕн ĕлĕкренех ĕçчен пулнă, ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнă. Пирĕн халăхăмăрăн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми пулнă. Асаттесем пилленĕ Чăваш çĕр-шывĕ ытарма çук илемлĕ.

     Аслă Пăла Тимешри  В.В. Зайцев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  ĕç çыннин çулталăкне халалласа ирттерекен чăвашлăх эрни пынă май шкулти вулавăшра Смирнова Т. З. «Ытарайми Чăваш ен» ятлă кĕнекесен куравне хатĕрленĕ. Вăл тĕрлĕ пайсенчен тăрать. «Чăвашсен чаплă çыннисем» ярăмра Константин Иванов, Степан Максимов, Воробьев композиторсем, Андриян Николаев, Василий Чапаев, Элли Юрьев, Иакинф Бичурин, Даниил Элмен çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашма пулать. Çавăн пекех «Елчĕк тăрăхĕ», «Чăваш халăх пултарулăхĕ», «ЧР Президенчĕн вулавăшĕ», ĕçе юратма. хисеплеме вĕрентекен кĕнекесем тата ытти пайсем те пур. Унта Чăваш ен актерĕсем,  чăваш туйĕ,  тĕрри , апат-çимĕçĕ, музыка инструменчĕсем çинчен çырса ăнлантарнă кĕнекесем те йышлă. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче шкул ачисем çак куравпа паллашрĕç, нумай çĕнĕлĕх  тупса палăртрĕç, хăйсене килĕшнĕ кĕнекесене вуласа паллашма çыртарса илчĕç.

     Куравпа эрнипех паллашма, юратнă кĕнекесене илсе вулама пулать. Ырă сунса кĕтетпĕр сире вулавăшра.

МБОУ "Янтиковская ООШ" Яльчикского района

 



21 апреля 2016
13:09
Поделиться