Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_«Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ

Елчĕкри искусство шкулне ирех капăр тăхăннă ачасем пуçтарăнчĕç паян. Кунта район шайĕпе çулсерен йĕркелекен  «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртет. Фестиваль тĕллевĕ: наци культурине аталантарасси, пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртасси, вĕсен ăс-тăнне  ӱстересси, тавра курăмне аталантарасси. Район шкулĕсенче  6-9 классенче вĕренекенсем  «Ҫăлтăрчăк», «Шевле» конкурссенче ăмăртрĕç. «Ҫăлтăрчăк» конкурса хутшăнакансем 5 станци витĕр тухрĕç:

  1. «Чĕлхе – халăх мулĕ»
  2. «Чечеклен, аталан, тăван енĕм!»
  3. Ĕçне кура хисепĕ»
  4. «Илемлĕх тĕнчи»
  5. «Пирĕн пултарулăх».

Пĕтĕм станцисем витĕр ăнăçлă тухса пĕрремĕш вырăна 8-мĕш класра вĕренекен Сидорова Анастасия йышăнчĕ (Аслă Таяпари тĕп шкул, ертӱçи - Кузнецова М.Г.).

Иккĕмĕш вырăнта – Круглова Анастасия  (Курнавâшри вâтам шкулта 9- мĕш класра  вĕренекен, ертӱçи - Воронова В.Н.)  тата Адюкова Юлия (Елчêкри вâтам шкулти 9-мêш класра  вĕренекен. Ертӱçи - Каринкина Г.В.)

Виççĕмĕш вырăнта  - Моисеева Ольга (Аслâ Елчéкри вâтам шкулти 8 класра вренекен. Ертӱçи- Хушкина Н.З.) тата Гурьева Елена (Çирêклê Шâхальти вâтам шкулта 8 класра вĕренекен. Ертӱçи - Осипова О.П.)

«Шевле» конкурса  та ачасем чылайâн хутшâнчêç. Конкурсантсем  А.Воробьев çырнă «Ҫăкăр» сăвă тăрăх  ӱкерчĕксем турĕç. Жюри чи пултаруллисем тесе çак ачасене палăртрĕ:

1-мĕш вырăн – Ертмакова Екатерина(Çêнê Пâвари вâтам шкул, 9 класс, ертӱçи - Ертмакова В.) тата Мурзакаев Герман (Аслâ Елчéкри вâтам шкулти 9 класра вренекен. Ертӱçи- Соколов М.Н.).

2- мĕш вырăн – Курчина Татьяна(Курнавâшри вâтам шкулта 9- мĕш класра  вĕренекен, ертӱçи - Воронова В.Н.)  тата Московская Анастасия (Елчêкри вâтам шкулти 7-мêш класра  вĕренекен. Ертӱçи -Долгов С.В.). 

3 – мĕш вырăн – Никонова Ульяна (Елчêкри вâтам шкулти 7-мêш класра  вĕренекен. Ертӱçи -Егорова И.В.) тата Кириллова Арина(Тéмерти тèп шкулта 9 класра вéренекен, ертӱçи - Петрова М.Ю.).

Ҫĕнтерӱçĕсемпе вĕсен ертӱçисене пурне те кăмăлтан саламлатпăр, малашне те çитĕнӱсем тума ăнăçусем сунатпăр!

 



08 апреля 2016
20:50
Поделиться