Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работника прокуратуры Российской Федерации

Прокуратурăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем

  

Сире чĕререн професси уявĕпе –Раççей Федерацийĕн прокуратура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Прокуратура нумай çулсем хушши преступноçпа кĕрешес ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, патшалăхăн шанчăклă тĕревĕ шутланать.

Саккунлăха, йĕркелĕхе çирĕплетес ĕçе эсир пысăк тÿпе хыватăр, патшалăх ячĕпе саккунсем мĕнле пурнăçланса пынине çÿллĕ шайра тĕрĕслесе тăратăр.

 Сирĕн профессионализмла тăрăшулăхăр граждансен прависемпе ирĕклĕхне, хăрăшсăрлăхне, патшалăхăн интересĕсене шанчăклăн хÿтĕлеме май парать.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр!

 

Елчĕк район пуçлăхĕ    П.А.Скворцов.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Н.П.Миллин.



12 января 2016
08:00
Поделиться