Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Татьяна Перепелкина - «Эпӗ «Тантӑша» юратататӑп» фотоконкурс ҫӗнтерÿҫи

Татьяна Перепелкина - «Эпӗ «Тантӑша» юратататӑп» фотоконкурс ҫӗнтерÿҫи

Ача-пӑча хаҫат-журналӗсем час-часах тӗрлӗ конкурс иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Тантӑш» хаҫат «Эпӗ «Тантӑша» юратататӑп» фотоконкурс ирттерчӗ. Çак конкурса республикӑри тата ун тулашӗнчи ачасем нумайӑн хутшӑнчӗҫ. Унта «Тантӑшпа» сӑн ÿкерӗнсе ӑна мӗнлерех кӑмӑлланине хӑйне евӗр кӑтартса памаллаччӗ.  

Çак фототупӑшура Елчӗк районӗнчи Кушкӑри вӑтам шкулти 9-мӗш класра вӗренекен Татьяна Перепелкина малти вырӑна тухма пултарчӗ(ертÿҫи Портнова А.И.).  Унӑн ӗҫӗнче тÿрех вӑл «Тантӑша» юратни сисӗнет. Маттур, Таня!  Саламлатпӑр сана, малашнехи конкурссенче те ӑнӑҫу сунатпӑр.

МБОУ "Кошки-Куликеевская СОШ" Яльчикского района

 



26 ноября 2015
15:40
Поделиться