Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аслă Таяпа ял вулавăшĕнче вулакансем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç

Аслă Таяпа ял вулавăшĕнче вулакансем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç

Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарса янипе наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас тата вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тӗллевпе Наци вулавӑшӗ республика шайӗнче «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проект пурнӑҫларӗ. Юлашкинчен вара «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» электронлӑ коллекци йӗркеленчӗ, вӑл Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫрӗ. 

Паян Аслă Таяпа ял вулавăшĕнче чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине кӗнĕ кĕнекисемпе паллашрĕç. Вĕсен шутĕнче Г.Орлов çырнă «Вутри юрату», Н. Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака», А.Емельяновăн «Хура кăрăç», Е.Лисинан «Çăкăр чĕлли» кĕнекисем.

Чӑваш литературин чи лайӑх хайлавӗсемпе халӗ Интернет урлӑ килтен ниҫта тухмасӑрах паллашма пулать. Тӑван чӗлхепе культурӑна юратакан, йӑх-несӗлсене сума сăвакан, чăвашлăха малалла аталантарма ăнтăлакан кашни çыннăн çак кĕнексене вуласа тухмаллах! 



03 ноября 2015
10:15
Поделиться