Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_Вӗсен ячӗ вилĕмсĕр

          Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче политика репрессийĕнче шар-терт тÿснисене асăнмалли  кун.

Пирĕн çĕршыв XX-мĕш ĕмĕрте нумай хĕн-асап тÿснĕ. Икĕ тĕнче тата граждан вăрçи, выçлăх, юхăнчăк, политикăра çирĕплĕх пулманнине пула миллионшар çын пурнăçран уйрăлни.

Раççейĕн çĕнĕ историйĕн инкеклĕ страници - 1920-мĕш çултан пуçласа 1950-мĕш çулччен çĕршывра массăлла репресси тунă вăхăт. 

Репресси урапи кашни кил умĕнче тенĕ пекех шалтăртатса чарăннă, миллион-миллион вăйпитти арçынпа хĕрарăма, яшпа хĕре, сăпкара выртакан пепкене те ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕрмесемпе лагерьсене илсе кайса пĕтернĕ.

Репрессине пула пирĕн çĕршывăн чи лайăх, чи ăслă çыннисем мăшкăл, хĕн-асап тÿснĕ. Тен, хăшĕсен хăйсен шухăшĕнче те пулман халăха хирĕç пуласси, çапах та пиншер инженера, çĕршер пин хĕн-асап курнă парти ĕçченĕсене, миллионшар хресчене, тăван çĕршыва парăннă маршалсемпе генералсене, ученăйсемпе поэтсене, писательсемпе артистсене, вĕрентекенсене раскулачить тунă, персе вĕлернĕ.

Хальхи вăхăтри масштабсемпе тата цифрăсемпе шутлатăн та, мĕн чухлĕ çынна персе вĕлернĕ, хĕссе асап курнисем, тĕрмене хупнисем, ачасене ача çурчĕсене сапаласа янисем. 10 миллион ытла айăпсăр шар курнисем, вĕсене халăх тăшманĕ вырăнне хурса вĕлернĕ.

Айăпсăр шар курнисем вара кашни хулара, кашни ялтах пулнă.   Вĕсене асăнса  2009 çулта чăваш кĕнеке издательстви Чăваш Республикин  «КНИГА ПАМЯТИ жертв политических репрессий» ятлă икĕ томлă астăвăм  кĕнекине кăларнă.

Кăçал вара  пирĕн районта пултаруллă çынсем пулнипе, вĕсем тăрăшнипе  Елчĕк районĕн «Сирĕн ят вилĕмсĕр. Политика репрессийĕнче шар-терт тÿснисен астăвăм кĕнеки»  кун çути курчĕ.

Районти тĕп библиотекăра çак кĕнеке тишкерĕвĕ иртрĕ.

Мероприятине район  администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕренÿ тата çамрăксен  политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Н.Аникина, Чăваш Республикинчи политика репрессийĕнче шар курнисен общество организацийĕн членĕ, çак организацийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн председатĕлĕ Алексей Иванов, Александр Невский ячӗллӗ чиркӗвӗн  благочинӑйӗ Александр атте, район администрацийӗн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антинина Александрова тата ытти чĕннĕ хăнасем хутшăннă, тухса калаçнă.

Кĕнекере Елчĕк районĕнчи айăпсăр шар курнисен кашни ял тӑрӑхӗнчи хĕн-асап курнă çынсен хушамачĕсем, хăçан çуралнă, арестленĕ чухне ăçта пурăннă, ăçта ĕçленĕ,  мĕнле статьяпа айăпланнине, ăçта вилнине, реабилитаци хăçан тунине çырса кăтартнă.

Л.В.Левый хăйĕн калаçăвĕнче кĕнекене пысăк хак пачĕ. Кĕнекене пухса хатĕрлекенсен яваплă редакторне Иван Иноходова тата Чăваш Республикинчи политика репрессийĕнче шар курнисен общество организацийĕн членне, çак организацин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн председательне А.А.Иванова, районти тĕп библиотекăна (ертÿçи Л.А.Зайцева) хисеп грамотисем парса чыс турĕ.

Çавăн пекех шкул ачисем хушшинче репрессире шар-терт тÿснисене  асăнса ирттернĕ сочиненисен конкурсĕнче  мала тухнисене  чысларĕç.

            Алексей Иванов районти кашни библиотекăна, шкул библиотекисене, презентацине хутшăннă кашни çынна тав туса кĕнеке  парнелерĕ.

       Мероприятие «Алмантай» фольклор ушкăн  чуна пырса тивекен  ĕлĕкхи чăваш юррисемпе илем кÿчĕ.

       Мероприяти пуҫланиччен Елчӗкри Николай Чудотворец ячӗллӗ часавайра асӑну панихиди  иртрӗ.

 



29 октября 2015
15:06
Поделиться