Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_«Милосердие» реабилитаци шкулĕн членĕсем чăваш литературин ылтăн çÿпçийĕпе паллашрĕç

_«Милосердие» реабилитаци шкулĕн членĕсем чăваш литературин ылтăн çÿпçийĕпе паллашрĕç

Раççейри Литература çулталăкне тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне халалласа наци литературин чи паха тĕслĕхĕсене тупса палăртас тата вулакансен хастарлăхне ÿстерес, нумайрах вулама хистес тĕллевпе Наци вулавăшĕ республика шайĕнче «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» проект пурнăçларĕ.

Кĕнекесен списокне сÿтсе явма Интернетри Наци вулавăш сайтĕнче сасăлава вырнаçтарнă. Çак майпа усă курса 2000 яхăн вулакан хăйне кăмăла каякан хайлавсемшĕн сасăлама пултарчĕç. Акципе кăсăкланакан вулакансем хăйсен шухăшĕсене тĕрлĕ форумсенче çырса пĕлтерчĕç, тавлашрĕç, сĕнÿсем пачĕç.

Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă хыççăн экспертсен ушкăнĕ кĕнекесен татăклă списокне çирĕплетрĕ. Унта паллă классиксен тата хальхи çыравçăсен тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ тата популярлă ăслăлăх литератури хайлавĕсем кĕчĕç.

Çак хайлавсемпе тĕп библиотека ĕçченĕсем районти больницăри терапи уйрăмĕнчи «Милосердие» реабилитаци шкулĕн членĕсене паллаштарчĕç. Вулакансем чăваш литературин ылтăн çÿпçинчи хайлавсен пуххисем тăван халăх ăс-хакăлне, чун пуянлăхне уçса панине палăртрĕç.

Тăван чĕлхепе культурăна юратакан, йăх-несĕлсене сума сăвакан, йăла-йĕркесене тытса пыракан, чăвашлăха малалла аталантарма ăнтăлакан кашни çыннăн çак кĕнексене вуласа тухмаллах! 



22 октября 2015
09:55
Поделиться