Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравления с Днем работников дорожного хозяйства

Поздравления с Днем работников дорожного хозяйства

Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 

        Сире чĕререн професси уявĕпе - Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Тикĕс те яка çулсем, тирпейлĕ те илемлĕ урамсем водительсене çеç мар, районта пурăнакан кашни çын кăмăлне çĕклеççĕ. Юлашки çулсенче районта, уйрăмах район центрĕнче, тротуарсемпе çулсем сарассипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Кашни яла халĕ пĕр чăрмавсăр çитсе килме пулать, ял урамĕсем те хытарнă çулсемпе витĕнеççĕ. Япăхнă çулсене юсассипе, ял урамĕсене хытарнă çулсем сарассипе малашне те ĕçлесе пырăпăр.

Шансах тăратпăр, сирĕн професси шайĕ, ĕçе юратни тата тĕллев патне талпăнни ума лартнă задачăсене пурнăçлама пулăшса пырĕç.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх,  тулли телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

 

                                                                                Елчĕк район пуçлăхĕ                                    П. Скворцов.

                         Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан                 Л. Левый.         

                                     

 



16 октября 2015
10:02
Поделиться