Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_Афган паттăрĕсене эпир манмастпăр

_Афган паттăрĕсене эпир манмастпăр

Афганистан… нумай юрă-кӗвӗ хывнă, илемлӗ фильм ÿкернӗ, очерк-повесть ҫырнă Афган вăрçи çинчен. Вунă çула пычӗ Афган вăрçи: 1979 çулхи раштав уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа 1989 çулхи нарăс уйăхӗн 15-мӗшӗччен -  2238 кун. Елчӗк районӗнче кун çути курнă 300 ытла çамрăкăн Афганистан сăрт-тăвӗн чулӗсене хăйсен юнӗпе хӗретме тивнӗ. Вӗсенчен виççӗшӗ – А. Патшин, Ю. Григорьев, Ю. Борисов – тӑван çӗршыва каялла таврăнайман.

Нарăс уйăхӗн 14-мӗшӗнче Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан тӗп шкулти 9-мӗш класс вӗренекенӗсемпе шкулти краеведени музей ертÿçи Иванова Алевтина Афанасьевна  «Афган паттăрӗсене эпир манмастпăр»  калаçу ирттерчӗ.  Кӗҫӗн Таяпаран çак вӑрçа вуннӑн  хутшăннă: В. Головин,

О. Алексеев, Ю. Романов, О. Леонтьев, Ю.  Егоров, Н. Некрасов, В. Викторов, В. Симаков, В. Садовников, В. Сергеев. Вӗсенчен иккӗшӗ пирӗнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Хамăр хушăрах çÿрекен паттăрсен аса илĕвĕсемпе, салтакра ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрăмăр. Н. Малышкинăн «Чыслăх салтакĕсем» кĕнекере те вĕсем çинчен çырса пани пур. Ачасене кĕнекери статьясемпе паллашма та кăсăклă пулчĕ.  Музейра Афган паттăрĕсене халалланă кĕтес пур. Алевтина Афанасьевна ачасене хаçатра пичетленнĕ аса илÿсемпе паллаштарчĕ, Афган паттăрĕсем çинчен çырнă кĕнекесене вуласа тухма сĕнчĕ.



16 февраля 2015
09:37
Поделиться