Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_«Эп вĕрентĕм вулама» пултарулăх сехечĕ

_«Эп вĕрентĕм вулама» пултарулăх сехечĕ

2015-мĕш çул çĕршывра Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкне халалласа, вулавăша кашни ачанах явăçтарас тесе Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта кăçал пуçласа шкула килнĕ ачасемпе "Эпир пулас вулавçăсем" пултарулăх сехечĕ иртрĕ. Уява ачасемпе пĕрле вĕсен ашшĕ-амăше те хутшăнчĕ. Капăр чăваш тумĕ тăхăннă ачасем ыйтусем çине пĕрин хыççăн тепри тупăшса хуравларĕç. Уява шăпăрлансем класс ертÿçи Надежда Аркадьевна Хушкина  тăрăшнипе хатерленĕ илемлĕ савă-юрăпа, ташăпа пуянлатрĕç. Адюкова Машăпа Патшин Данил «Эп вĕрентĕм вулама» сценкăна чăн-чăн артист евĕрех калăпларĕç. Ачасем вулама пĕлнине шута илсе, вулавăш ертÿçи Адюкова Любовь Германовна вĕсене вулакансен ретне илнине пĕлтерчĕ те формулярсем уçса пĕрремĕш кĕнеке илме сĕнчĕ. Уяв пурин кăмăлне те  çĕклерĕ.

МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района



26 января 2015
08:52
Поделиться