Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_Юлия Адюкова - «Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать» конкурс çĕнтеруçи

_Юлия Адюкова - «Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать» конкурс çĕнтеруçи

Акă 2014 çул та вĕçленчĕ. Çавна май Республикăра тухса тăракан «Тантăш» хаçат редакцийĕ «Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать» конкурса пĕтĕмлетÿ турĕ.

«Ачасем, çулталăк тăршшĕпех хастар пултăр эсир, редакцие тавлашмалла тенĕ пекех çыру вĕçтертĕр, сăвăпа чунăра уçрăр, тĕрлĕ темăна хускатрăр. Чи пысăк хисеп вăл - сирĕн хайлав хаçатра пичетленме тивĕçни. Ăна асăнмалăх упрасан кайран ÿссе çитсен вулама мĕн тери интереслĕ-çке!»- тесе палăртаççĕ çак  хаçатра ырми-канми ĕçлекенсем.

Çĕнтерÿçĕ ятне Елчĕк районĕнчи Г.Н.Волков ячĕпе хисепленекен  Аслă Елчĕк шкулĕнчи  8-мĕш класра вĕренекен пултаруллă та хастар Юлия Адюкова  çĕнсе илме пултарчĕ. Матур Юля!

                                              Паллашăр ытти çентеруçĕсемпе те:

Юлия АДЮКОВА (Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк шкулĕ);

Наташа ХРИСТОФОРОВА (Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ);

Ольга АБРОСИМОВА (Тутарстан, Аксу районĕ, Кивĕ Саврăш);

Аня НИКОЛАЕВА (Куславкка районĕ, Кунер шкулĕ);

 

 Пурне те саламлатпăр! 2015 çулта ыттисене те хастартарах пулма чĕнетпĕр. Çĕнĕ çулта сирĕнтен çĕнĕ те илемлĕ сăвăсем йышăнасса шансах тăратпăр!



13 января 2015
09:05
Поделиться