Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_Таса чунлă сăмах ăсти

Иртнĕ ĕмĕрте палăрнă чылай çыравçăн пултарулăхне тĕпчевçĕсем паян çĕнĕрен тишкерсе пăхаççĕ. Паллах, ун пек чухне тĕппипех урăх хак параççĕ тесе калама çук. Тепĕр чухне малтан каланинех çĕнĕ куçпа курса хаклаççĕ. Çакă та вăл ку çыравçă пултарулăхне тарăнрах тĕпчеме, унăн çĕнĕ енĕсене палăртма пулăшать.

Сăмах кунта Илле Тăхти пултарулăхĕ пирки пырать. Кăçал çыравçă çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Илья Ефимович Ефимов-Тăхти 1889 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Нÿшкасси ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире, Мускаври Пĕрремĕш патшалăх университетĕнчи этнологи факультечĕн литература уйрăмĕнче вĕреннĕ. Тăхтие чăн-чăн халăх вĕрентекенĕ теме пулать. Вăл нумай çул тĕрлĕ шкулта ĕçленĕ, чăваш ачисене тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă. Çав хушăрах халăх хушшине тухса çÿренĕ, халăх сăмахлăхне пухнă. Мĕн виличченех халăха вĕрентес ĕçре тăрăшнă.

Тĕпчевçĕсенчен чылайăшĕ Тăхти кулăшне чи малтанах унăн «Колчак» ятлă поэминче курнă, çыравçăн сăнар калăплас, кулăшла лару-тăру тăвас ăсталăхне вырăнлă палăртнă. Малаллахи пултарулăхĕнче, уйрăмах прозăпа çырнă хайлавĕсенче, Илле Тăхти çак ăсталăхĕ çирĕпленсе те вăй илсе пыни, шухăшлавĕ, тавра курăмĕ аталанни куç кĕретех. Вăл калас сăмахăн ытарлăхĕ ÿсет, пытарăнчăк шухăшпа пуянланать.

Елчĕкри тĕп вулавăшра Илья Ефимович Ефимов-Тăхти çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май «Илемпе сăмах ăсти» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. Вулакансене унăн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Тăхти калавĕсем калăпăшĕпе пысăках мар, анчах вĕсенче тарăн шухăш пытарăннă. Калавçа ухмаха пертерсе вăл ыттисене хăйсен айванлăхĕ çине куç уçса пăхма сĕнет. Илле Тăхтин калавĕсем чăннипех те литература ахахĕсем пулса юлчĕç. Чăн-чăн пысăк писателĕн кун-çулĕ ялан тенĕ пек çăмăл мар. Вăл таланчĕ тапса тăнă вăхăтра çĕре кĕнĕ. Çутă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр чăваш халăх чĕринче пурăнĕ.



04 сентября 2014
14:30
Поделиться