Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕрешÿ юрăçи – Тайăр Тимкки

14:34 27 января 2014 г.

Хĕрÿллĕ революционер, кăвар чĕреллĕ сăвăç-публицист Тимофей Семенович Семенов (Тайăр Тимкки) çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май Елчĕкри тĕп библиотекăра «Тăвăл йыхравçи: Тайăр Тимкки» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ, вулакансене унăн пултаруллăхĕпе паллаштарнă.

Тайăр Тимкки 1889 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Шемекре хресчен çемйинче çуралнă. Ача чухнех вăл тăлăха юлнă. 1902 çулта Тайăр Тимкки Кÿренти икĕ класлă шкула, çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрет.

Тимкка çамрăклах Пушкин, Лермонтов произведенийĕсене вулама юратнă, вĕсен янăравлăхĕ ăна чăннипех тыткăна илнĕ. Чернышевскипе Некрасов кĕнекисем пулас поэта тĕнче çине тĕрĕс пăхма пулăшнă, халăх нушине тĕплĕн çутатса пама хавхалантарнă. Тайăр тăван халăхăмăра çутта кăларассишĕн ĕçлессине пысăк вырăна хунă. Унăн малтанхи калавĕ «Çутта тухасчĕ!» ятлă. Новеллăри тĕп герой хăй пурнăçĕ çинчен каласа парать. Вăл умри пысăк йывăрлăхсене пăхмасăр, çутта тухасшăн ăнтăлать, ытти çынсене те çутă çинчен шухăшлатарасшăн.

Тайăр ăста тăлмачă пулнине те асăнмасăр иртме çук. Вăл, «Вут куçĕ», «Шухăш», «Çĕнĕ çул» тата ытти сăвви-калавĕсĕр пуçне, вырăссен юррисене чылай куçарнă.

Çак сăвăсем пире тарăн шухăша яраççĕ, унăн пултаруллăхне тарăнрах тĕпчеме пулăшаççĕ.

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система Яльчикского района Чувашской Республики"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

      

 

 

Система управления контентом
429380, с.Яльчики, ул.Иванова, д.16
Телефон: 8(83549) 2-53-15
Факс: 8(83549) 2-59-52
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика