Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Международным днем семьи

Поздравление с Международным днем семьи

Хисеплĕ ентешсем!

 

Сире Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!

Çемье – пурнăçри çирĕп тĕрев. Кашни çыншăн çемье тĕп вырăн йышăнать. Çемьере пĕр-пĕрне ăнланасси, пулăшасси тĕп вырăнта тăрать.

Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сÿнме памасть. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çирĕп çемьере ĕç ăнса пырать, ун пек çемьери ачасем те пултаруллă, ĕçчен çитĕнеççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани паракан, вĕсене çынсене хисеплеме тата юратма хăнăхтарса çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне тав сăмахĕ калатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, килĕшÿ, юрату, телей сунатпăр. Çемье вучахĕ сире яланах хăйĕн ăшшипе ăшăтса тăтăр. Кулленхи ĕçре ăнăçу, çутă малашлăх, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма ырлăхпа сывлăх сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ    И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ   Н.П.Миллин.



15 мая 2017
07:03
Поделиться