Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем защитника Отечества

Поздравление с Днем защитника Отечества

Хисеплĕ  ветерансем, çар çыннисемпе запасри салтаксем! Хаклă ентешсем!

 

Сире чĕререн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак кун мĕнпур çынна пĕрлештерет, мĕншĕн тесен кашни çемьерен кам та пулин Тăван çĕршыва, унта пурăнакансен тăнăçлăхне хÿтĕленĕ е хÿтĕлет. Эпир хамăрăн аттесемпе асаттесен хăюлăхĕпе, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр, вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр.

Хальхи вăхăтра çĕршыв чиккисене сыхлакан, çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем те тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Кашни арçын хăй çемйишĕн  çирĕп шанчăк, кил тĕрекĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн тăрăшакан пулма тивĕçлĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çемьере килĕшÿ, тăнăç пурнăç сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ               И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ    Н.П.Миллин.



22 февраля 2017
11:29
Поделиться