Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем российской и чувашской печати

Поздравление с Днем российской и чувашской печати

Хисеплĕ журналистсем, пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

 

Сире чĕререн Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Пресса яланах общество шухăшлавне йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри шутланнă. Журналистсемпе пичет ĕçченĕсем пурнăç таппинчен юлмасăр куллен çĕршывра пулса иртекен пулăмсем пирки вулакансене пĕлтереççĕ.

Сирĕн тăрăшулăхăра пула районта пурăнакансем пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине хурав тупаççĕ, республика, район пурнăçне активлă хутшăнаççĕ. Эсир халăх хушшинче нумай кирлĕ информаци саратăр, тĕрлĕ лару-тăрури йывăрлăхсене татса пама пулăшатăр.

Шанса тăратпăр, пичет ĕçченĕсем малашне те хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пырĕç, район хаçачĕ те кашни килте кĕтнĕ хăна пулĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, творчествăра ÿсĕмсем сунатпăр.

 

 

Елчĕк район пуçлăхĕ     И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ      Н.П.Миллин.



13 января 2017
08:24
Поделиться