Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем пожилых людей

Поздравление с Днем пожилых людей

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăрури çынсем !

 

Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

 

Паянхи кун эпир хамăрăн атте-аннене, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, пĕрле ĕçленĕ юлташсене чĕререн юратнине тата чунтан хисепленине пĕлтеретпĕр, чăтăмлăхшăн, ырă кăмăлшăн, яланах кирлĕ  сĕнÿсем парса пулăшса пынăшăн тав тăватпăр.

Аслă ăрури çынсене тимлĕх уйăрасси – пирĕн кашнийĕн тивĕçĕ. Пирĕн яланах ватăсем хăйсене пĕччен ан туйччăр тесе тăрăшмалла, ытларах тимлĕх тата  ăшăлăх уйăрмалла. 

Хисеплĕ ватăсем, эсир çăмăл мар пурнăç çулĕпе утса тухнă, ăрусем хушшинчи çыхăнăва паянхи кун та çирĕп тытса пыратăр. Сирĕн пĕлĕвĕр тата пурнăçри пуян опыт пире паян шанчăклăн утăмлама май парать.

Вăрçă çулĕсене тÿссе ирттернĕ ватăсене уйрăммăн тав сăмахĕ калатпăр,  эсир пире паянхи телейлĕ пурнăçа парнеленĕ.

Нумай çул пурăнма сире çирĕп сывлăх, чун-чĕре ăшăлăхĕ, хавхалану, çывăх çынсен хисепĕпе юратăвне сунатпăр.  

 

Елчĕк район пуçлăхĕ     П.А.Скворцов.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         Н.П.Миллин.



30 сентября 2016
08:24
Поделиться