Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем сотрудника органов внутренних дел Российской Федерации

Поздравление с Днем сотрудника органов внутренних дел Российской Федерации

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ сотрудникĕсем тата ветеранĕсем!

 

Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Право хуралĕн органĕсенче ĕçлекенсем пысăк та яваплă ĕç пурнăçлаççĕ - çĕршыври йĕркелĕхпе саккунлăха, граждансен хăршсăрлăхне, вĕсен прависемпе интересĕсене, чысне, тивĕçĕсене, лăпкăлăхне хÿтĕлессипе тимлеççĕ. Сирĕн оперативлăхран, хăюлăхпа чăтăмлăхран, тивĕçĕре чунтан пурнăçланинчен район, çĕршыв лăпкăлăхĕ килет.

Служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, пархатарлăн пурнăçланăшăн сире чун-чĕререн тав тăватпăр. Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем ума лартнă тĕллевсене малашне те ăнăçлăн пурнăçласа пырасса шанса тăратпăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, службăра çитĕнÿсем, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                                   П.А.Скворцов.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ     Н.П.Миллин.



09 ноября 2015
13:21
Поделиться