Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

13:17_ 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе

 Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕччен вăхăт нумаях та юлмарĕ ĕнтĕ. 2008, 2009 çулсем хатĕрленỹ ĕçĕсене туса пымалли тапхăр пулчĕ. Çак тапхăрта, çырава хатĕрленсе, район шайĕнче чылай ĕçсем туса ирттерме палăртса хăварнăччĕ. Паянхи кун тĕлне илес пулсан, районта чылай курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ те ĕнтĕ. Хатĕрленỹ тапхăрĕнче, республикă тата район шайĕнче нормативлă тата правăллă документсем йышăннă хыççăн, çак, пысăк масштаблă ĕç икĕ хут хăвăртлăхпа тапранса кайрĕ темелле. Халăх çыравне тĕплĕн хатĕрленсе, вăхăтра тата тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярасси районта вырнаçнă ялсенче адреслă хуçалăха йĕркене кĕртнинчен тата халăх шутне тĕрĕс шута илсе пынинчен нумай килет. Çавăнпа та çак çивĕч ыйтусене районти çырав комиссийĕн ларăвĕсенче тăтăш тишкерсех тăнă. Уйрăмах, çак ĕçсене тĕпе хурса, малашне те ĕçлесе пыма, 2010 çулта пурнăçласа пымалли меропиятисен ĕç плане кĕртнĕ. Адреслă хуçалăхри çитменлĕхсене пĕтересси çине малалла та питĕ пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлесе пымалла пулать. Ку ĕç палах, тỹреммĕнех ял тăрăхĕсем çине пырса тивет. 2009 çулхи утă уйăхĕнче районта регистраторсем ĕçлерĕç. Вĕсем, маларах хатĕрленĕ çурт-йĕрсен списокĕсемпе тата пысăк ялсен схемăллă картисемпе усă курса, хăйсене çирĕплетсе панă участоксене тĕрĕслесе тухрĕç, ялсенчи кашни çурта шута илсе, схемăллă картăсем çине улшăнусемм кĕртрĕç. Регистраторсем районта пурĕ 9021 çурт шута илнĕ, вĕсенчен тĕрлĕ организацисемпе предприятисем вырнаçнă çурт - 114? пурăнман пушă çуртсен шучĕ - 297? çĕнĕрен хăпартма пуçланă çуртсен хисепĕ - 89. Схемăллă картăсене улшăнсем кĕртнĕ хыççăн Елчĕк районĕнче халăх çыравне ирттерме организациллĕ план туса хатĕрленĕ. Çак планпа килĕшỹллĕн района 4 çырав, 15 инструкторсен, 58 шутлав участокĕсем çине пайланă. Çырав вăхăтĕнче пĕр-пĕр çыравçăн вăтамран 400 çынна шута илмелле пулать. 2010 çул питĕ ответлă тапхăр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртекен çул. Çавăнпа та, çак тапхăра тĕпе хурса, районта пурнăçламалли ĕçсен хисепĕ те сахалах мар. Пĕрремĕш задачăсенчен пĕри вăл, çырав тата инструкторсен участокĕсене хуралпа тивĕçтернĕ ĕç пỹлĕмĕсемпе, транспортпа тата çыхăнупа тивĕçтересси пулса тăрать. Халăх çыравне ирттерме районта 100 çынна яхăн явăçтармалла пулать. Чăваш статистикин Елчĕк районĕнче вырнаçнă специалисчĕсем тата халăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлесе пыракан уполномоченный, халăх çыравне хутшăнса ĕçлес текенсене ятарласа уçнă журнал çине шута илсе пыраççĕ. Чи малтанах çак ĕçе иртнĕ çыравсене хутшăнса ĕçленĕ çынсене, 2009 çулта регистраторта ĕçлесе палăрнă çынсене, учительсене тата студентсене явăçтарма палăртнă. Информаципе ăнлантару ĕçĕ районта 2008 çултах пуçланнă пулин те, 2009 çулта туллинрех пурнăçласа пыма тăрăшрăмăр. Халăх çыравĕпе çыхăннă материалсемпе хатĕрленĕ стендсене тăтăшах çĕнĕ материалсемпе улăштарса çĕнетсех пытăмăр. Хатĕрленỹ ĕçĕсем район шайĕнче мĕнле пурнăçланса пыни çинчен район хаçачĕнче çутатсах тăтăмăр. Район администрацииĕн сайчĕ çинче те халăх çыравĕ çинчен пĕлтерсех пытăмăр. Халăх çыравне хатĕрленес ĕçĕн пĕрремĕш этапĕ вĕçленсе пырать, иккĕмĕш этапĕ вара - çырава ирттересси. Халăх çыравне йĕркелесе вăхăтра тата тивĕçлĕ шайра ирттересси халичченхи пекех Чăваш статистикин Елчĕк районĕнче вырнаçнă специалисчĕсем Елчĕк район администрацииĕпе тата ял тăрăхĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килет. Çакăн пек пĕрлешỹллĕ ĕçлени анчах тухăçлă çырав ирттерме, тĕрĕс те туллии пĕтĕмлетỹ туса хамăр район, Чăваш Республики тата Раççей Федераци интересĕсемшĕн усă курма май парать.

Чăваш статистикин Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ Л. А. Горшкова



28 декабря 2009
00:00
Поделиться