Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем матери

Хисеплĕ ентешсем, хаклă амăшĕсем!

         Сире чĕререн чи çывăх та чи хаклă çыннăмăрсен - аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

        Çак кун пирĕншĕн кашнийĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Чи çывăх çыннăмăрсем - аннесем умĕнче эпир пуçăмăрсене тайма тивĕçлĕ. Аннен ырă кăмăлĕнчен, тимлĕхĕнчен, ăса вĕрентсе каланă сăмахĕнчен хакли, пĕлтерĕшли пурнăçра нимĕн те çук. Мĕн пурнăç парнеленĕрен амăшĕ ачин сывлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн тимлет, пурнăçра ырă ĕç тума, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет. Анне сăмах яланах ырăлăх, юрату, çепĕçлĕх сăмахсемпе тачă çыхăннă.

            Уяв кунĕ йышăнса илсемĕр сире юратса тата хисеплесе каланă чи ырă та ăшă сăмахсене. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, юрату сунатăп сире!

Елчĕк район пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.



27 ноября 2009
00:00
Поделиться