Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

15:00_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Международным днем пожилых людей

Хисеплĕ ветерансем !

          Сире Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Эсир чăннипех те пысăк хисепе, тимлĕхе, тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Хăй вăхăтĕнче ачăрсем, мăнукăрсем лайăхрах пурăнччăр тесе нумай тăрăшнă. Вăрçă çулĕсенче фронтра çапăçнă, тылра ырми-канми вăй хунă, халăх хуçалăхне ура çине тăратас тесе пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтернĕ. Çулсене пăхмасăр эсир паян та çамрăксене воспитани парас ĕçе, район пурнăçĕнчи обществăлла ĕçсене активлă хутшăнатăр. Сирĕн паттăрлăхшăн, чăтăмлăхшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп.

        Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу, кил-çуртра килĕшỹ, тăнăçлăх, телей сунатăп.

Елчĕк район пуçлăхĕ         Н.П. Миллин.



28 сентября 2007
00:00
Поделиться