Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Новым годом и Рождеством

Хисеплĕ ентешсем! Елчĕк енĕн хаклă çыннисем!

Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Лайăххине, ыррине шанса, ыранхи куна ĕненсе 2012 çула хыçа хăвартăмăр. Вăл Елчĕк халăхĕшĕн сахал мар пулăмпа палăрса юлчĕ.

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем кăçал та пысăк çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе иртекен экономика тупăшăвĕнче Елчĕк районĕ çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕ. Хуçалăхсен хушшинче çак тупăшура "Прогресс" пĕрлешỹ мала тухрĕ. Тĕрлĕ номинацисенче çĕнтернĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен Ф.Шадриков хуçалăхĕ палăрчĕ. Елчĕк районĕ пуринчен те нумай тĕш тырă пухса кĕртнипе (41495 тонна) те ырă ята тивĕçрĕ. "Прогресс" хуçалăх Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри куравра кĕмĕл медаль çĕнсе илнине те ырăпа палăртса хăвармалла. Иртнĕ çул "Урожай","Колос", "Эмметево" хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене юсаса çĕнетес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 80 яхăн çĕнĕ техника хатĕрĕ туяннă.

Ял инфраструктурине лайăхлатас тата тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ. Чи пысăк ĕçсен шутне "Комсомольски-Елчĕк-Пăва" автоçула юсанине, Елчĕкри Мир урамĕнче 95 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тума пуçăннине кĕртмелле. Районти тĕрлĕ сферăра тăрăшакан чылай çемье, тăлăх ачасем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе салтак арăмĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çулсерен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пыраççĕ.

Предпринимательсен вăйĕпе инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ, суту-илỹ точкисем хута каяççĕ, пĕчĕк предприятисемпе цехсем уçăлаççĕ. Кăçал "Промсервис" НПО АХОра "Полиуретан туса кăларасси" проект ĕçе кĕчĕ. Елчĕк ялĕнче "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУОн "Санар", "Елчĕкри коопторг" ОООн "Органика" лавккисем уçăлчĕç. Вĕренỹре, культура, медицина сферисенче ырă улшăнусем пулсах пыраççĕ. Тĕмерте тата Кушкăра хоккей площадкисем, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче тĕслĕх клуб - информаципе культура центрĕ уçăлчĕ. Тĕмерти культура çуртне юсаса газ кĕртни те ырă пулăм.

 Тĕллевсем пурнăçа кĕресси пурте пĕрле килĕштерсе ĕçленинчен, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пынинчен, малашне те пĕрлех утăмланинчен килеççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен ĕç кал-кал пырать.

 Районта пурăнакансен малашлăх тĕллевĕсем те пысăк, палăртнă ĕçе пурнăçлама пултаракансем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Пурин тăрăшулăхне пĕрлештерсе Çĕнĕ çулта та ял халăхĕшĕн пысăк ĕçсем пурнăçлар, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине малалла аталантарса халăхшăн ĕçлер.

Çĕнĕ çул кашни çынрах çĕнĕ вăй-хăват, çĕнĕ шанчăк çураттăр, сирĕн çутă ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Уяв ячĕпе саламласа пурне те ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, телей сунатăп. Кашни çемьере ырăлăх, лăпкăлăх, ăшăлăх хуçалантăр.

 

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                         Н.П.Миллин



29 декабря 2012
00:00
Поделиться