Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

13:25 Тăван енĕм, савнă ен, кунран-кун эс чечеклен!

Пирĕн пурнăçа илемлетекенсенчен пĕри вăл - Патреккел халăх хорĕ. Ăста Геннадий Арсентьевич Борисов ертсе пынипе ял халăхĕ каçсерен культура çуртне е ятарлă кану вырăнне пуçтарăнать, юрă-ташăпа йăпанать.

Кăçал пирĕн хор 90 çул тултарать. Майăн 31-мĕшĕнче уява Чăваш Республикинчи тĕрлĕ кĕтессенчен хăнасем йышлă пуçтарăнаççĕ, хорти пултаруллă çынсене тата ертỹçине ырă сăмахсем каласа та хаклă парнесемпе чысласа хисеп тăвĕç, малалла та тăван халăха çеç мар, Раççей халăхне те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарса тăма ăнăçу сунĕç. Хор уçă та илемлĕ саслă çамрăксемпе тата ветерансемпе пуян. Кунта Энтепе ялĕнче ĕçлесе пурăнакан Марковсен туслă та çирĕп çемьи çỹрениех мĕне тăрать. Хăйсен пушă вăхăтĕнчи пĕр минутне те усăсăр ирттерес мар тесе вĕсем инçе çула кĕскетсе каçсерен репитицисене, концертсене çỹреççĕ, халăха хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ. Акă тата Элекçей Тимешре тĕпленсе пурăнакан Татьяна Владимировна Никифорова учительница ертсе пымасăр Патреккелсен пĕр концерт та иртмест тесен те юрать. Пенсие тухнă Луиза Скворцова вара чылай çул ĕнтĕ халăх юррисене хăйĕн илемлĕ те янăравлă сассипе шăрантарать. Вăл юратса юрлакан юрăсем халăх хушшинче анлă сарăлнă. Илер-ха тата Илья Егорович Петровсен çемьине. Вĕсем вара ăçтан çемьипех илемлĕ саслă пулма пĕлнĕ-ши.

"Патреккелти тăрă çăлкуç мĕн авалтанах сиплĕ те таса вырăн шутланса тăрать. Чăн та тĕлĕнмелле чĕрĕ çăл куç тапса тăрать пирĕн ялта. Тăван тавралăх, уйрăмах çулла, питĕ илемлĕ те илĕртỹллĕ. Йĕри-тавра йывăç-курăк ешерет, вĕçен-кайăксен янравлă та çепĕç юрри чуна хускатать, чĕрере вара çĕнĕ юрă çуралать:

Патреккел çăл куçĕнчен шыв ĕçсе ỹссен,

Кашниех вара уçă сасăллă пулать иккен", - тет ентешĕмĕр, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Арсентьевич Борисов.

Патреккел çăл куçĕн те кăçал паллă пулăм - 100 çул çитет ăна хута янăранпа. Ялшăн вара кăçалхи çул уйрăмах паллă çул. Ăна йĕркелесе янăранпа 450 çул çитет. Чăнах та, ăçтан пĕрле пулма тỹр килнĕ-ха çак историн паллă пулăмĕсене? Çак уявсене тивĕçлĕн кĕтсе илме васкаççĕ те ĕнтĕ патреккелсем...



29 мая 2012
00:00
Поделиться