Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем пожилых людей

Хисеплĕ ентешсем, хаклă ветерансем !

        Сире Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

       Пурнăçра эсир сахал мар ырă та пархатарлă ĕçпе палăрнă: Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕ, пурнăç тăршшĕпе ачăрсемпе мăнукăрсен пуласлăхĕшĕн вăй-халăрсене шеллемесĕр ырми-канми тăрăшнă. Эсир чăннипех те пысăк хисепе, тимлĕхе, тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен эсир пурнăçри ырă йăласене упрама, çамрăк ăрăва патриотла туйăм аталантарма, ĕçе юратса тата пысăк тăрăшулăхпа пурнăçлама хавхалантаратăр.

           Çулсем иртнине пăхмасăр эсир паянхи кун та район пурнăçĕнчи обществăлла ĕçсене активлă хутшăнатăр, хăвăрăн пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă сĕнỹ-канашăрпа пулăшса пыратăр.

          Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, иксĕлми телей сунатăп.

 

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                               Н.П.Миллин



30 сентября 2011
00:00
Поделиться