Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

16:47_ Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ пуçланать

16:47_ Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ пуçланать

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ пуçланать. Çыравăн тĕп ĕçченĕсем-переписчиксем юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче хăйсен вĕренĕвне пуçларĕç. Вăл район администрацийĕн ларусем иртермелли пысăк залĕнче иртрĕ. Çырав комиссийĕн ертỹçи-район пуçлăхĕ Н.П.Миллин переписчиксене ĕç пуçланнă ятпа саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ, вăл та, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те вĕсене яланах ĕçре пулăшма хатĕррине шантарчĕ.      Районти çырав комиссийĕн ертỹçин çумĕ - Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ Л.А.Горшкова çыравăн тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ, çырав вăхăтĕнче сиксе тухма пултаракан пăтăрмахсенчен, кĕтменлĕхсенчен епле пăрăнмаллине асăрхатарчĕ. Тĕрлĕ инкекрен переписчиксене "ВСК-компания" страхланă, çавăн пекех вĕсем хăйсен ирĕкĕпе тата пысăкрах суммăлăх страхлама пултарни пирки страхлав компанийĕн Елчĕкри представителĕ Теллина М.В. пĕлтерчĕ.

Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин çавăн пекех çыравçăсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, çырава тивĕçлĕ шайра иртсе каясса шаннине, çыравçăсен ĕçĕ яваплă, вĕсем çинче пысăк щанăç пулнине палăртрĕ. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче переписчиксен вĕренĕвĕ вĕçленет,Ĕ вĕсем тест ыйтăвĕсене хуравланă хыççăн удостоверенисемпе çырав ирттермелли хатĕрсем алла илĕç.



11 октября 2010
00:00
Поделиться