Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Международным женским днем - 8 марта

Поздравление с Международным женским днем - 8 марта

Хисеплĕ те юратнă хĕрарăмсем!

 

Сире пĕрремĕш çурхи уяв – Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн, ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр!

Пире кун çути парнеленĕ юратнă та хаклă  аннемĕрсем, хисеплĕ мăшăрсемпе аппа-йăмăксем çĕр çинчи чи ырă та ăшă сăмахсене кунсерен илтме тивĕçлĕ. Хĕрарăм вăл - кил-çурт ăшши, çемье çирĕплĕхĕ, общество тĕрекĕ.

Районти хĕрарăмсем кирек мĕнле ĕçре те пултаруллă, ял хуçалăхне, экономикăпа культурăна аталантарас, çамрăксене вĕрентес, çынсен сывлăхне сыхлас, халăха куллен тĕрлĕ пулăшу парас тĕлĕшпе вăй-халне, ăс-хакăлне шеллемесĕр тăрăшаççĕ вĕсем.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче хĕрарăм-аннесен хисепне, çемьесен çирĕплĕхне ÿстерессипе пурин те çине тăрса ĕçлесчĕ. Ачасем сывлăхлă, çемьесем телейлĕ пулсан хĕрарăм та телейлĕ.

 Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, таса юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр, тăрăшуллă ĕçĕрсемшĕн, хастарлăхпа сăпайлăхшăн, чăтăмлăхшăн чĕререн тав тăватпăр. Сăн- питĕрте яланах хĕвел шевли вылятăр.

 

 

 

Елчĕк район пуçлăхĕ      И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ      Н.П.Миллин.



07 марта 2017
08:00
Поделиться