Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации района Николая Миллина с Новым годом и Рождеством

Поздравление главы администрации района Николая Миллина с Новым годом и Рождеством

 Анлă уй-хирлĕ Елчĕк районĕн ĕçчен те теветкеллĕ çыннисем!

Сире пурсăра та пĕтĕм кăмăлтан Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чун-чĕререн саламлама ирĕк парсамăр!

Сисĕнмесĕрех иртсе кайнă 2016 çулта пирĕн районти тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем  хăйсен тухăçлă ĕçĕ-хĕлĕпе  палăрчĕç. Ялхуçалăх отрасльне аталантарассипе республика шайĕнче сарăлнă ăмăртура эпир кашни çул малти вырăнсене йышăнни те çакна яр уççăн çирĕплетсе парать. Пирĕн района, республикăри ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан, темиçе çултанпах ÿсен-тăран культурисене чи пысăк лаптăк çинчен туса илме пултарнине палăртаççĕ. Иртнĕ çул ялхуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 43675 гектарпа танлашнă, çав шутран тĕш тырă культурисене 21510 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çапла майпа кулленхи йывăрлăхсене шута илмесĕр районăн уй-хирĕсенче пурĕ 60642 тонна, 2011-2015 çулхисемпе танлаштарсан, 45,2 процент ытларах тыр-пул пухса кĕртнĕ. Районĕпе илсен 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 28,2 центнерпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те çак вăхăтченех ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыратпăр. Мăйракаллă шултăра выльăх хисепĕпе те эпир республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнатпăр.

Пурнăç шав малаллах, инвестици проекчĕсемпе усă курса ялхуçалăх тĕллевлĕ объектсене çĕнĕрен тата тĕплĕ реконструци тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр, техника паркĕсем çĕнĕ ĕмĕрти çĕнĕ техникăсемпе пуянланаççĕ. Ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансем пурте отчетлă çулталăка тупăшлă вĕçлеме пултарни те савăнтарать.

Патшалăхăн тĕллевлĕ программисемпе усă курса транспорт инфраструктурине аталантарассипе, сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ, культура тытăмĕнчи ĕç-хĕле лайăхлатассипе те курăмлă ĕçленĕ. Мучар тата Тĕмер ялĕсем хушшинчи 1,1 çухрăм çула пурĕ 11 миллион та 779 пин тенкĕлĕх асфальт сарнă. Çĕнĕ çул умĕн анчах Тÿскел ялĕнче никĕсрен тытăнса çĕнĕрен тунă культурăпа кану центрĕн алăкĕсем яриех уçăлчĕç. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Раççейри ялта вырнаçнă чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышне кĕме пултарчĕ. Районăн ĕçчен çыннисен тăрăшулăхне пула килнĕ ÿсĕм-çитĕнÿсемпе эпир тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр.

 2017 çулта Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитет. Юбилей кунне те ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илмеллине лайăх ăнланатпăр.

Тăван район çыннисене çĕнĕ 2017 çулта çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп. Чи кирли, пирĕн сĕтелĕмĕр çинчен нихăçан та çăкăр ан татăлтăр. Кашни киле, çемьене килĕшÿ, ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунатăп!

 

 

                                                           Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                            Н.П.Миллин    



28 декабря 2016
08:10
Поделиться