Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района Ираиды Васильевой с Новым годом и Рождеством

Поздравление главы Яльчикского района Ираиды Васильевой с Новым годом и Рождеством

Хисеплĕ ентешсем!

 

Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатăп!

 2016 çулта районăн социаллăэкономикăллă лару- тăрăвне малалла аталантарас тĕллевпе пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр.

Ĕç çыннин çулталăкĕ районта нихçанхинчен ытларах тĕштырă культурисем туса илнипе палăрса юлчĕ. Кашни ĕçчен, район халăхĕ района аталантарассишĕн хăй тÿпине хыврĕ. Иртнĕ çул çавăн пекех çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ суйлавсемпе асра юлчĕ.

2017 çулта та – Раççейри экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлер, тăван ене тирпейлĕрех те илемлĕрех тăвас тесе тăрăшар, çемьери тăнăçлăха упрассишĕн, амăшĕпе ашшĕн ят-сумне ÿстерессишĕн, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тимлер.

Умри тĕллевсене вăхăтлă пурнăçласа пырсан, çитĕнÿшĕн кашнийĕ хăй пултарулăхне тата тăрăшулăхне шеллемесен ырă улшăнусем çĕнĕ çулта татах та пулĕç.  

Раштав уявĕпе саламласа кашни çемьене лăпкăлăхпа килĕшÿ сунатăп.

Çĕнĕ çулта пурин те çирĕп сывлăх,  çитĕнÿсем, ăнăçу,телей пултăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                 И.И.Васильева.



28 декабря 2016
08:13
Поделиться