Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем матери

Поздравление с Днем матери

Хисеплĕ те юратнă хĕрарăмсем, аннесем!

 

Сире чĕререн  чи ырă та ăшă, кашнийĕншĕн пĕлтерĕшлĕ çемье  уявĕпе  - Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Çак кун эпир тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнеленĕ, юратупа чун-чĕре ăшшине пилленĕ хĕрарăмсене тав туса чунтан хисепленине пĕлтеретпĕр. Анне вăл –кил ăшши, чи çывăх та хаклă, чунтан юратакан çын. Анне кăна пуринчен те ытларах пирĕн çитĕнÿсемшĕн савăнать, йăнăш утăмсемшĕн каçарать, чĕререн пирĕн пуласлăхшăн тăрăшать.

Эпир амăшĕн тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçлакансемпе, çав хушăрах  ĕçре тăрăшулăхпа палăракансемпе, обществăра активлăх кăтартакансемпе чăннипех те мухтанатпăр, тав сăмахĕ калатпăр.

Тавтапуç сире, хисеплĕ аннесем! Яланах сирĕн сăнăр çинче савăнăç хĕлхемĕ çуталтăр, юратнă та çывăх çыннăрсен тимлĕхĕ ăшăтса тăтăр, çулсем иртсен те сывлăхăр ан хавшатăр.

Сире чун-чĕререн тулли телей, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр.

 

 

            Елчĕк район пуçлăхĕ                               П.А.Скворцов

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Н.П.Миллин

 



25 ноября 2016
10:05
Поделиться