Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Поздравление с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 

Сире чĕререн ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ ячĕпе саламлатпăр!

 Хыçра канăçсăр уй-хир ĕçĕсем, вырман хĕрÿ кунĕсем, черетлĕ ялхуçалăх çулталăкĕ вĕçленнĕ май, сире - уй-хирте тата фермăра ĕçлекенсем, продукци тирпейлекен предприятисенче тăрăшакансем - тивĕçлĕ тав сăмахĕсем калатпăр.

 Кашни çын ял хуçалăхĕнче ĕçлеймест. Мĕншĕн тесен Тăван çĕршыва, çĕре юратмасăр, тивĕçе туллин пурнăçламасăр ял хуçалăхĕнче тăрăшаймастăн.

 Ялта пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ çынсем сахал мар. Вĕсем валли яла юлса çĕр çинче ĕçлеме майсем  çитĕлĕклĕ. Юлашки вăхăтра ял хуçалăхне патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси, ялти пурнăç условисене лайăхлатасси ÿсет. Районти хуçалăхсенче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыни района республикăра çулсерен пысăк çитĕнÿсем тума май параççĕ.

 Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен пысăк профессионализмĕ, суйласа илнĕ ĕçре чуна парса тăрăшни,  чăннипех те хисепе тивĕçлĕ. Çĕр аннене юратни, яваплăх, пысăк ăсталăхпа эсир ял хуçалăхне аталантарса пыратăр, сирĕн çăмăл мар ĕçĕрпе çăкăр çитĕнет, аш-какай, сĕт туса илĕнет, сирĕн ĕç результачĕ кашнийĕн сĕтелĕ çине килет.

Тавтапуç сире тăрăшуллă ĕçĕрсемшĕн, суйласа илнĕ профессие чăннипех те парăннăшăн.

Ял хуçалăхĕнче, ялта ĕçлекенсене пурне те çирĕп сывлăх, çителĕклĕ пурнăç, уяр çанталăк тата мĕнпур пуçарулăхра ăнăçу сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ     П.А.Скворцов

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ    Н.П.Миллин



02 ноября 2016
15:47
Поделиться