Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем физкультурника

Поздравление с Днем физкультурника

Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, 

спорт ветеранĕсем, физкультурăпа спорта юратакансем !

 

 Сире чĕререн Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Спортпа туслă, сывлăхлă, чунпа пуян çынсем общество тĕрекĕ шутланаççĕ, вĕсене кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу, çитĕнÿ кĕтет.

Елчĕк халăхĕ яланах спортпа туслă пулнă. Тĕнче шайĕнче палăрнă спортсмен-ентешсемпе эпир тивĕçлипе мухтанатпăр, савăнатпăр. Çамрăк ăру сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнтĕр, çĕнĕ çитĕнÿсем тутăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. «Улăп» спорт комплексĕ, спорт залĕсемпе стадионсем, хоккей коробкисемпе спорт площадкисем – пĕтĕмпех ачасем, спортпа туслă çынсем валли.

Ачасен тренерĕсене, сывă пурнăç йĕркипе пурăнса ыттисене тĕслĕх кăтартакансене, спорт çитĕнĕсемпе район чысне çĕклекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата спортра пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!

 

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                           П.А.Скворцов.

 Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ    Н.П.Миллин.



12 августа 2016
08:11
Поделиться