Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_Библиотекарьсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцие хутшăнчĕç

Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттерчĕ.

Вăл чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Задачисем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Чăваш Республикин Елчĕк  районĕнчи библиотекăсен пĕрлештернĕ системин тĕп библиотекин ĕçченĕсемпе вулаканĕсем те хутшăнчĕç çак ĕçе. А. Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» тăрăх çырма тиврĕ кăçал диктанта.

Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Ҫеҫпӗл Мишши , Нестер Янкас , Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер , ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист тата чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕччĕ.

Библиотекарьсем ĕçсене организаторсем патне сканер витĕр кăларса электронлă почтăпа ярса пачĕç. Кашниех хамăр халăхăн пултаруллă вăйне кăтартма тивĕç, шутлаççĕ вĕсем.



25 апреля 2016
17:15
Поделиться