Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работника культуры

Поздравление с Днем работника культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Культура пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл район экономикипе социаллă аталанăвне пысăк витĕм кӳрет. Культура ĕçченĕсемсĕр пĕр уяв та, пĕр мероприяти те иртмест. Эсир – мĕнпур уяв илемĕ.

Культура ĕçченĕсем тăрăшнипех районти пултаруллă çынсем пĕр чăмăра пуçтарăнаççĕ, хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе  çынсене тĕлĕнтереççĕ, савăнăç кÿреççĕ.  

Сире профессие парăнса ĕçленĕшĕн, пултарулăхра ялан çĕннине шыранăшăн тав тăватпăр. Малашне те çĕнĕ çитĕнӳсем тума,  халăх хисепне тивĕçме çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ       П.А.Скворцов.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         Н.П.Миллин.



24 марта 2016
09:16
Поделиться