Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем защитника Отечества

Поздравление с Днем защитника Отечества

 Хисеплĕ  ветерансем, çар çыннисемпе запасри салтаксем! Хаклă ентешсем!

Сире чĕререн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак паллă кун Раççейĕн мĕнпур çыннине пĕрлетерет, мĕншĕн тесен кашни çемьерен кам та пулин, хăçан та пулин Тăван çĕршыва, унăн халăхĕн лăпкăлăхĕпе тăнăçлăхне хÿтĕленĕ. Уйрăмах Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă ветерансем тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Вĕсен хăюлăхĕ, паттăрлăхĕпе çирĕплĕхĕ паянхи салтаксене вăй-хал парса пыраççĕ, çамрăк ăрăва патриот пулса çитĕнме хавхалантараççĕ.

 Тăван çĕршыва хÿтĕлесси пархатарлă та сăваплă тивĕç, пысăк чыс. Хальхи вăхăтра пирĕн ентешсенчен нумайăшĕ çĕршыв чиккисене хÿтĕлет, çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.Чăн-чăн арçын-хÿтĕлевçĕ хăйĕн çемйишĕн çирĕп шанчăк, кил-çурт тĕрекĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн тăрăшакан пулса тăрать.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çемьере килĕшÿ, тăнăç пурнăç сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                              П.А.Скворцов.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ     Н.П.Миллин.



19 февраля 2016
09:50
Поделиться