Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_«Шурă туя» клуб членĕсем «Олимп тÿпинче: Ардалион Игнатьев» пресс-куравпа паллашрĕç

_«Шурă туя» клуб членĕсем «Олимп тÿпинче: Ардалион Игнатьев» пресс-куравпа паллашрĕç

Тĕнчипе тата çĕршывĕпе палăрнă çăмăл атлетсен йышĕнче пирĕн районти спортсменсем те пур. Спорта юратакансем СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне Ардалион Васильевич Игнатьевăн ятне лайăх пĕлеççĕ.

Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕскер, вăл иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче 200 тата 400 метра, эстафета дистанцийĕсене чупассипе палăрнă. 15 хутчен çĕршыв чемпионĕн тата 1954 çулта Европа чемпионĕн ячĕсене çĕнсе илнĕ. Тăхăр çул хушши «Урожай» ирĕклĕ спорт обществи чысне хÿтĕленĕ Ардалион Васильевич. Çав вăхăтра çĕршыв рекорчĕсене 16 хутчен çĕнетнĕ, Олимп вăйисене хутшăннă. 1956 çулта Мельбурнти Олимпиадăра 400 метра чупса чăваш спортсменĕ бронза медаль çĕнсе илнĕ.

Çывăх кунсенче пултаруллă спортсмен çуралнăранпа 85 çул çитет. Тĕп библиотекăра Ардалион Васильевича халалласа «Олимп тÿпинче: Ардалион Игнатьев» пресс-курав уçăлнă. Вулакансем куравпа паллашнă май спортсменăн пурнăçĕпе пултаруллăхĕ çинчен çырнă кĕнекесемпе тата хаçат-журналсенчи статьясемпе, Ардалион Игнатьевăн «Пурнăçланнă ĕмĕт» кĕнекери асаилĕвĕсемпе паллашма пултараççĕ.

Çулсеренех чÿк уйăхĕн 13–мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне паллă тăваççĕ. Çак куна халалласа пустарăннă тĕп библиотека çумĕнче ĕçлекен «Шурă туя» клуб членĕсем «Олимп тÿпинче: Ардалион Игнатьев» пресс-куравпа паллашрĕç. Л.Н.Карамаликов вулакан хутшăнакансене Ардалион Васильевич Игнатьевпа çарта службăра тăнă вăхăтра тĕл пулнă самантсене аса илсе каласа пачĕ.

Курав «Ял вăййисенчен пуçласа Олимп вăййисем таранччен» уйăхлăх тăршшĕпех ĕçлĕ. Ял халăхĕпе вулакансене тĕп библиотекăри куравпа паллашма йыхравлатпăр.



11 ноября 2015
15:10
Поделиться