Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

_«Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» сочинени конкурсĕ иртрĕ

_«Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» сочинени конкурсĕ иртрĕ

Авăн уйăхĕн 11-28-мĕшĕсенче районти 10-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче «Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» сочинени конкурсĕ иртрĕ.  Ăна пултаруллă ачасене тупса палăртас, илемлĕ литература хайлавĕсене вулама хăнăхтарас тата К.В.Иванов пултарулăхĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ вăтам шкулсенче иртрĕ. Чи лайăх сочиненисене  районта иртекен конкурса тăватă шкул тăратрĕ. Жюри членĕсем  ĕçсене тишкернĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç:

1-мĕш вырăна Ирина Иванова (Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, вĕрентекенĕ  Левая Нина Аркадьевна) çĕнсе илме пултарчĕ, 2- мĕш вырăнта - Анастасия Волкова  (Лаш Таяпари В.В. Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, вĕрентекенĕ Теренина Альбина Николаевна), 3–мĕш вырăнта - Ангелина Мазюкина (Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, вĕрентекенĕ Павлова Светлана Александровна). Çĕнтерÿçĕсем хăйсен ĕçĕсене республика конкурсне тăратĕç.



29 сентября 2015
11:25
Поделиться