Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы района Розы Молодовой и главы администрации Яльчикского района Николая Миллина с Днем молодежи

Яш-кĕрĕм, хаклă çамрăк туссем!

Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çамрăклăх - чи илемлĕ вăхăт. Эсир мал ĕмĕтлĕ, çĕннине çăмăллăн тата хаваспах йышăнакансем, çĕнĕ ĕçсен, улшăнусен пуçаруçисем. Район пуласлăхĕ, çавăн пекех Чăваш Ен, çĕршыв малашлăхĕ çамрăксенчен нумай килет. Çакна ăнланса Республика Правительстви вĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Ялта ĕçлесе пурăнакан пуçаруллă çамрăксене пулăшас енĕпе тĕллевлĕ политика тытса пырать. Патшалăх вĕсене фермер ĕçне йĕркелеме грант парса пулăшать, çурт-йĕр тума социаллă тỹлевсем уйăрать, ятран палăртса стипенди уйăрать тата ытти те. Пирĕн районти çамрăксем те çак пулăшупа анлăн усă кураççĕ. Яш-кĕрĕме физкультурăна тата спорта юратма, çапла майпа хăйсен сывлăхне çирĕплетме хăнăхтарас тĕллевпе те районта куллен нумай ĕç туса иртеретпĕр.

Çуралнă тăван кĕтес - Елчĕк ен пуласлăхĕшĕн тăрăшакансене, юратнă çĕре хитререх те пуянрах тăвас тесе пĕтĕм майсемпе усă куракан çамрăксене чĕререн тав тăватпăр.

Ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, телей, ырлăх тата юрату сунатпăр!

Р.МОЛОДОВА,

район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,

район администрацийĕн пуçлăхĕ.



27 июня 2015
08:00
Поделиться