Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем медицинского работника

Хисеплĕ медработниксем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!

Сире Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Сирĕн професси чăннипех сăваплă. Эсир хăвăрăн пĕлĕвĕрпе ăсталăхăра пула çынсен пурнăçне çăлса хăваратăр. Ĕçпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплетĕр.

Районти мĕнпур медицина ĕçченĕсене, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене пархатарлă ĕçĕршĕн, иксĕлми вăй-халăрпа хастарлăхшăн, чирлĕ çынсемпе кăмăллă пулнăшăн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçусем сунатпăр.



Р.МОЛОДОВА,

район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,

район администрацийĕн пуçлăхĕ.



19 июня 2015
17:00
Поделиться