Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем России и районным праздником песни, труда и спорта "Акатуй"

Елчĕк районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире Раççей кунĕ тата районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Раççейĕн историйĕпе культурин еткерлĕхĕ сайра йышши, вĕçсĕр-хĕрсĕр çĕрсемлĕ, çутçанталăк пурлăхĕсемпе калама çук пуян, хăватлă та ирĕклĕ çĕршыв. Çак уяв çĕршывра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăннине, çĕршыв пуласлăхĕшĕн  эпир пурте пĕр пек яваплă пулнине палăртса тăрать.

Елчĕк ен çыннисен иксĕлми юратăвĕ, ĕçченлĕхĕпе патриотлăхĕ  Тăван çĕршывăмăра, республикăна тата илемлĕрех, вăйлăрах та пуянрах тăвасса шанса тăратпăр. Пирĕн тĕп пуянлăхмăр вара - пулăхлă çĕрсем тата ытарайми ĕçчен çыннăмăрсем. Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче кашни çулхи пекех черетлĕ çураки ĕçĕсене те, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра пурнăçласа хăварма пултарчĕç. Тĕштырă культурисене акса хăвармалли плана та республикăра чи малтан пурнăçланă. Пархатарлă ĕçÿшĕн мухтав, Сана, уй-хир ĕçченĕ. Çăкăр çитĕнтерекенсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр.

Уявсен ячĕпе саламланă май пурне те çирĕп сывлăх, ырăлăхпа тăнăçлăх, телей тата ăнăçусем, Тăван çĕршыв ырăлăхĕшĕн тăвакан ĕçсене пурнăçлама çитĕнÿсем сунатпăр.

Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.



12 июня 2015
08:00
Поделиться